06 октября 2010 г.
1983 çулсенче çăкăра выльăхсене те çитернĕ. 1 тенкĕпе 7 буханка илме пулнă. Акă, мĕн çырать кун пирки хаçат: «Паян сыснасем тутă пулаççĕ ĕнтĕ, çичĕ буханка илтĕм»,— терĕ самăр хĕрарăм йывăррăн сывласа. — Хамăр та, кăвакалсем те çăкăрлă пулчĕç-ха,— савăнса пĕлтерчĕ утмăл урлă каçнă карчăк, пысăк ĕç тунă тейĕн. — Килнĕ килнех, тепре кĕрсе илем-ха, лаша валли ыран та сĕтеклĕ апат пултăр, терĕ самаях çулланнă тутар, тулли кутамккине юлташне тыттарса» (июлĕн 30-мĕшĕ). Çапла, вăл вăхăтра çу кунĕсенче çăкăр енчен хĕсĕк пулнă. Кам маларах ĕлкĕрет— 7—8 буханка таран илет, сисеймесен çăкăрсăр юлатăн. Халĕ çăкăрĕ пур, анчах та хакĕ аванах.
1983 çулта патшалăх перекет банкĕн çĕнĕ çуртне хута янă, аптека çуртне тума пуçланă, икĕ хутлă «Универмаг» хăй патне йыхравлама тытăннă. Район центрĕ кунран-кун, çулран-çул илемленсе пынине палăртать хаçат.
«Сысна вити вăрман хĕрринче вырнаçнă, выльăхсене уçăлтарма кăларма та питĕ лайăх кунта. Фермăра халĕ 142 пуç сысна шутланать» (1983 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕ). Вăл çулсенче пуçласа райпо сыснасем ĕрчетме пуçланă иккен. В.Смирнован «Усси пултăрччĕ» статйипе хаçат «Хушма хуçалăха — пысăк тимлĕх» рубрика уçнă.
«Сăвăç кĕрешÿçĕ пулнă» статьяра С.Герасимов-Çулçÿрен çинчен çырса кăтартнă. Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнаканскер, 1930 çулсенче район хаçатне тăтăшах сăвăсем ярса панă. Вăл Митта Ваçлейĕпе, Митта Петĕрĕпе, Арслан Яккупа çыхăну тытнă (1983 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕ).
Октябрĕн 20-мĕшĕнчи номерĕнчен тепĕр пысăк хайлав, Г.Мальцевăн «Юратсан» çыруллă повеçне пичетлеме пуçланă. Ку вăл хăйне евĕрлĕ жанр пулнă. Геройсен туйăмне çырусем урлă уçса панă.
Çак çул хаçат страницисенче çамрăк корреспондентсен заметкисем тăтăшах пичетленни палăрать. Тукайран С.Печникова, Т.Матросова, С.Казакова, Нĕркеçрен Н.Коновалов, Н.Краснова шкул пурнăçĕпе паллаштарсах тăраççĕ. В.Кирилловăн, В.Илеменевăн хайлавĕсем кун çути кураççĕ. Н.Красновăн çут-çанталăк илемĕ, сунар пирки хитре чĕлхепе çырнă тĕрленчĕкĕсем вулакансен чун-чĕрине тыткăнланах.
1984 çулхи пĕрремĕш номер 5170 экземплярпа тухнă та çулталăк вĕçленнĕ тĕле 5253 экземпляра çитнĕ. Апла пулсан «Октябрь ялавĕ» хаçата кашни кил тенĕ пекех илсе тăнă. «Пирĕн календарь», «Йăла служби» (çĕнĕ логотиппа), «Экономика пултăр перекетлĕ», «Социализмла ăмăрту дневникĕ» страницăсемпе рубрикăсем хутшăннă.
«Хăвачĕ унăн сакăр лаша вăйĕ чухлĕ, сехетре 20 километра çитме, урапа кăкарса пĕр тоннăна яхăн груз турттарма пултарать. Трактора юрăхсăра тухнă машина деталĕнчен пухрăм. Хăвăртлăх коробки ГАЗ-52 машинăн, хыçалти мосчĕ вара ГАЗ-67 автомобилĕн. Бензин бакне 8 литр кĕрет. Мотор хăвачĕпе усă курса пахчаçимĕç шăваратăп, вутă касатăп,— терĕ тракторист» (1984 çулхи январĕн 24-мĕшĕ). Сăмах кунта Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче пурăнакан Н.Н.Никитин хăй ăсталанă мини-трактор пирки пырать. Халĕ çĕрпе ĕçлеме пĕчĕк йышши техника хатĕрĕсем тем тĕрли те пур. Вăл вăхăтра вĕсене тупса илеймен. Хаçатра çак статьяна вуланă хыççăн районта хăйсем тĕллĕн мини-трактор пуçтаракансем пулнах ĕнтĕ.
«Çĕнĕ Мăрата çити Канашран автобус çÿреме тытăнчĕ. Вăл кунне 4 рейс тăвать. Çĕнĕ маршрут уçăлнипе «Заря» колхоз ĕçченĕсем питĕ кăмăллă»,— пĕлтерет Е.Тумаланов (1984 çулхи февралĕн 14-мĕшĕ). Ку вăл пĕр колхоз ĕçченĕсемшĕн çеç мар, Анат тата Тури Тимĕрчкассинче, Чĕчкенпе Аслă Чурачăк ялĕсенче пурăнакансемшĕн те паха пулнă.
Источник: "Каçал Ен"