06 октября 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун, октябрĕн 2-мĕшĕнче, Комсомольски районне Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» юлташлăхĕн представителĕсем килнĕ. Малтанах вĕсем район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа тĕл пулнă. Çавăн пекех Мускав хулинчен килнĕ ентешсем шкулсене çитсе вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ.
«Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» пĕрлешĕве Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, Мускавра тĕрлĕ çĕрте службăра тăракан офицерсем йĕркеленĕ. 21-мĕш ĕмĕр пирĕн общество умне çĕнĕ çынна, гражданина тата патриота воспитани парас ыйту кăларса тăратрĕ. Тăван çĕр-шыв шăпишĕн кашнин яваплă пулмалла, унăн пуласлăхĕшĕн ĕçлемелле — çак задачăна тĕпе хурса тăрăшаççĕ ентешсем-офицерсем. Вĕсем чăваш каччисемпе хĕрĕсем ансат мар пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тимлеççĕ. Çамрăк ăрупа ирттернĕ кашни тĕл пулу кăмăл-сипет, паттăрлăх урокĕ пулса тухать. Пурнăç опычĕпе пиçĕхсе çитнĕ, нумай йывăрлăха парăнтарнă офицерсем «Сыны Отечества» пĕрлешÿ тата хăйсем çинчен каласа параççĕ. Хальхинче Комсомольскине килнĕ делегаци самаях пысăкчĕ. 15 çынран хăшне-пĕрне çеç асăнам: РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар академийĕн кафедрин профессорĕ, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ Иван Николаев полковник, Вăрнар район каччи, Байконур космодромăн инженери ĕçĕсен Управлени начальникĕн çумĕ Эрик Васильев, Россия Федерацийĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин авиаци управленийĕн летчикĕ Александр Гаврилов (Канаш районĕ), Президент полкĕн аслă офицерĕ Анатолий Крылов подполковник (Канаш районĕ), Патăрьел каччисем, I рангри Игорь Сапожников капитанпа Владимир Солдатов подполковник тата ыттисем. Хăнасем хушшинче хамăр районти Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче çитĕннĕ Вячеслав Чернов та пурччĕ. Вăл — медицина службин майорĕ, РФ Оборона министерствин 27-мĕш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ
Кăнтăрла хыççăн икĕ сехетре вара культурăпа кану центрĕнче «Сыны Отечества» юлташлăх Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ пуху пулчĕ. Унта çара кайма вăхăт çитнĕ яшсем, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, Афганистан тата Чечен çĕрĕ çинче службăра тăнисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех паянхи салтаксен, çар училищисен курсанчĕсен ашшĕ-амăшĕсене, патриот юхăмĕн активисчĕсене те йыхравланă. Пирĕн культура çуртĕнче çар тумĕллĕ çавăн чухлĕ çын пĕр харăс халиччен пулса та курман пуль! Тата тĕрлĕ районсенчен килнĕ кадетсем те йышлăнччĕ. Пухăва çар ăслăлăхĕн докторĕ, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар академийĕн кафедрин профессорĕ Иван Николаевич Николаев полковник ертсе пычĕ. Пирваях вăл офицерсен юлташлăхĕ çинчен, ун тĕллевĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ.
«Пĕлетĕп, пултаратăп, тăватăп» — çавăн пек принципсемпе пурăнать Николаев офицер. Ачасене те вăл тата ытти хăнасем çапла çулпа утма, хăйсене шкул саккинченех çар валли хатĕрлеме, Тăван çĕр-шыва юратма, спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕç. Космос аппарачĕсемпе ĕçленĕ аслă инженер, Чăваш Енти Писательсен союзĕн членĕ Геннадий Викторов подполковник (Шупашкар районĕ) шкул библиотекисене, вăрçă ветеранĕсене, тĕл пулăва килнисене чăвашсен паттăр ывăлĕсем çинчен çырнă кĕнекисене парнелерĕ.
«Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» юлташлăхпа Комсомольски тата Елчĕк районĕсен администрацийĕсем ирттернĕ пухăва вĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Волковпа Николай Миллин, ЧР Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управлени начальникĕ Оксана Ефремова, ЧР çар ĕç комиссариачĕн пай ертÿçи Алексей Рогов та хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç. Район ертÿçисене офицерсем пысăк чыс кÿчĕç: СССР космонавт летчикĕн А.Г. Николаевăн асăну медалĕсене тата сенкер беретсем парнелерĕç. Вĕсене йышăннă май Геннадий Федоровичпа Николай Петрович «Тăван çĕр-шывăн, районăн службинче тăма» сăмах пачĕç.
Çак мероприятире пулнисем пĕри те хумханмасăр тăма пултараймарĕç пуль тетĕп. Çар атрибутики, Раççей çарĕсем çинчен залра кăтартнă фильм, вăрçă ветеранĕсен сăмахĕсем пурин çине те ырă витĕм кÿчĕçех ĕнтĕ. Канаш, Вăрнар, Çĕрпÿ, Тăвай тата Шăмăршă районĕсенчен килнĕ кадет класĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Вĕсен стройпа утма, çар юрри юрлама, Калашников автоматне хăвăрт сÿтсе пуçтарма, Раççей çар мухтавĕн датисене аса илме тата бал ташши ташлама тиврĕ.
Çĕнтерÿçĕ вара Тăвай вăтам шкулĕнчи кадет класĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Вăрнар районĕнчи Калининăри тата Канаш районĕнчи Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта — Çĕрпÿри 2-мĕш шкул тата Шăмăршă районĕнчи Карабай Шăмăршăри кадет класĕсем. Çак çамрăксемшĕн чунтан хĕпĕртерĕм. Вĕсен куçĕсем çиçсе тăраççĕ, çар ĕçĕ чунне çывăх. Кун пек патриотсем ытларах пулсан Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн шикленмелле мар. Тен, çак пуху хыççăн пирĕн районта та кадет класĕ уçăлĕ-ха.
Тăван çĕр-шыва юратас туйăма вĕренме çук, вăхăт çитсен вăл кашнин патне хăех килет. Çакнашкал мероприятисем вара çак саманта çывхартма пулăшаççех.
Источник: "Каçал Ен"