06 октября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев района килсен муниципаллă нушасем валли апат-çимĕç туяннă чухне кирлинчен ытларах укçа-тенкĕ тăкакланине палăртнăччĕ. Михаил Васильевич çак кăлтăксене пĕтерме, бюджет укçине каялла тавăрма хушса хăварнăччĕ. «Каçал ен» хаçат та асăннă ыйтупа интересленсех тăрать. Маларахри номерсенче хамăрăн вулакансене районта çак тĕлĕшпе мĕнле утăмсем тунине каласа панăччĕ-ха. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне лару-тăру епле пулни пирки район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ульдинаран ыйтса пĕлтĕм.
— Асăннă ыйтупа август уйăхĕренпех ĕçлетпĕр. Муниципаллă суту-илÿшĕн яваплисене пĕрре мар пуçтарса калаçнă, хаксене тишкерсе, «Агроинноваци» КУП кăтартăвĕсемпе танлаштарса вăтам хаксем кăларнă. Паянхи куна ытлашши тăкакланă суммăсене тавăрса парас ĕç аван пырать. Акă, вĕрентÿ сферинче çакă 30 пин тенкĕ те 36 тенкĕпе танлашрĕ.
Районти тĕп больницăра вара хыснана 13 пин те 341 тенкĕ хывнă. Каялла тавăрса панă укçа-тенке апат-çимĕç туяннă çĕрех янă,— пĕлтерчĕ пире Светлана Геннадьевна.
Источник: "Каçал Ен"