АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлава каймаллах. Пуласлăхăмăр хамăртанах килет

06 октября 2010 г.

Хаклă вулаканăмăрсем! Çитес кунсенче, октябрĕн 10-мĕшĕнче, эпир район депутачĕсен Пухăвĕн, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене суйлăпăр.

«Пире суйлав ним те памасть, каймастăп унта. Пуçлăхра кирек кам ларсан та хамăнах тар тăкмалла» тенине илтме тивет хăшĕ-пĕринчен. Каçарăр та, сирĕн шухăшлав тĕрĕсех мар. Яла, урамсене асфальтлă çул кам çитерет? Кам тăрăшнипе кашни киле çут çанталăк газĕ çитрĕ? Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан кам тасаттарать? Шел те, ку ĕçсене эпир хамăр вăйпа çеç тăваймастпăр. Апла пулсан, пирĕнтен кашнин суйлава каймаллах.

Паянхи кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем федерацин 131-ФЗ саккунне пăхăнса ĕçлеççĕ. Асăннă саккунăн пĕлтерĕшĕ пысăк, ял поселенийĕн ĕçне харпăр хăй тĕллĕн, «çÿлтен» хушмасăр йĕркелеме пĕлмелле. Пурнăç уттипе тан пыма вырăнти влаç тытăмĕнче малашлăха курман, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарайман, пус çумне пус хушсан миçе пулнине пĕлмен, ир килтĕр те каç пултăр тесе пĕтĕм ĕçе кантур чÿречинчен сăнаса пурнăçлакан, яваплăх туйăмне аталантарман ертÿçĕсем, ман шухăшпа, никама та кирлĕ мар. Вăраха ямасăр татса памалли вун-вун ыйту, ырана хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсен калăпăшĕ кунсерен ÿсет. Çавăнпа та ялта пурăнакан çынсен ырлăхĕшĕн ĕçлекен кандидатсемшĕн Санăн сассуна памаллах.

Паллах, депутат е ял пуçлăхĕ пулас текен кандидатсем йышлă. Паян вĕсем пире темĕн те шантараççĕ. Анчах вĕсем хушшинче пĕр-пĕр кресло йышăнсан панă сăмахне манса хăйсен ырлăхĕшĕн çеç тăрăшма тĕв тăвакан та сахал мар. Çавăнпа та, тăванăм, чĕрепе, ăс-тăнпа тĕрĕс суйлав тăвас пулать. Чăннипех пултаруллă, пуçаруллă çынна çеç суйлар. Тăван ял, район малашне мĕнле çул-йĕрпе аталанасси тĕрĕс йышăнуран килет. Йăнăшас марччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика