06 октября 2010 г.
Пирĕн районта хальлĕхе наркотиксемпе анлă усă куракан çынсене регистрацилемен. Кÿршĕ районсенче, çĕр-шывра ку енĕпе ыйту çивĕч тăрать. Вăл киревсĕр йăла пирĕн пата та ан çиттĕр тесе малтанах асăрханмалла. Çак тĕллевпе ирттерчĕ те ĕнтĕ район пуçлăхĕ Г.Волков наркотиксене хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвне. Вĕрентÿ пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен специалист-эксперчĕ Е.А.Тихонов районта физкультурăпа спорта аталантарас, çынсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 6784 çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Ку вăл районта пурăнакан халăх йышĕн 24,8 проценчĕ. «Пирĕн тăрăхра 19 спорт залĕ, 78 сооружени, 3 хоккей корчĕ. Наркотиксемпе, алкогольпе тата сиенлĕ ытти хутăшсемпе мĕнле кĕрешни, çак енĕпе профилактика ĕçĕсем туни пирки районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Л.И.Ярышева чарăнса тăчĕ. Вăл шанăç телефонĕ пурри çинчен те пĕлтерчĕ: 5-24-57.
Районти «Каçал ен» хаçат редакцийĕ те сиенлĕ йăла-йĕрке, унран асăрханасси пирки çырсах тăрать. Тăтăшах наркомание, алкоголизма, табак туртнине хирĕçле статьясем пичетлетпĕр. Вĕсем пуриншĕн те сиенлĕ пулни пирки специалистсене, вĕренÿре, право органĕсенче ĕçлекенсене, обществăлла корреспондентсене тата ку проблемăран айккинче юлман ытти çынсене те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсех тăма ыйтатпăр.
Табак туртни, наркотик, алкоголизм, психотроплă япаласемпе усă курни обществăра пурăнакансемшĕн сиенлĕ. Çакна кашнин ăнланмалла. Профилактика ĕçĕпе тĕплĕнрех, тимлĕрех ĕçлемелле,— палăртрĕç ларура.
Источник: "Каçал Ен"