АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕркуннехи ыркăмăллăх акцийĕ

02 октября 2010 г.

 

«Ырă сăмах юпана та чун панă», теççĕ. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем сăмах вăйне, ырăлăх чĕрĕлÿпе танлашнине çамрăк ăрăва сăнарлă каларăшсем урлă ăнлантарма тăрăшнă. Вĕсен сăмахĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та вырăнлă. Ырă сăмахсен витĕмĕпе ырă ĕçе тытăнакансен йышĕ ÿссен тем пекехчĕ. Çак пархатарлă пулăм халĕ районти тĕп библиотекăра ирттерекен ыр кăмăллăх акцийĕнче вăй илет.

Районти тĕп библиотека пуçарнипе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен районти тĕп тата ялсенчи библиотекăсенче кĕркуннехи ыр кăмăллăх акцийĕ иртет.

Юлташсем! Çак уйăхлăхра эсир тавралăх татах та симĕслентĕр, илемлентĕр тесе йывăç лартма, юлташна пулăшма (ырă ĕç туса парса, тумтир, атă-пушмак парнелесе) пултаратăн.

Ырă кăмăллăх акцийĕн пункчĕ — районти тĕп библиотека тата ялсенчи библиотекăсем. Эсĕ ялтах пурăнатăн пулсассăн, унти библиотекăна япаласем пырса пама пултаратăн. Парнесем сахал тупăшлă çемьесене пысăк пулăшу парĕç.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика