02 октября 2010 г.
1989 çулта, Çырав кăтартăвĕ тăрăх, Раççейре 1842300 чăваш пулнине пĕлетпĕр. 2002 çул тĕлне 1637000 çын тăрса юлнă. Унсăр пуçне 384 пинĕ хăйсем чăваш иккенне кăтартман.
Тĕрĕк халăхĕн шутне кĕрекен карачайсем — 25,4, пушкăртсем — 24, тывасем — 18, якутсем — 16,7, тутарсем — 6, хакассем 3,7 процент ÿснĕ. Чăвашсен шучĕ вара 8 процент таран чакнă. Сăлтавĕ мĕнре.
2009 çулта ЮНЕСКО Парижра пичетлесе кăларнă «Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен Атласĕнче» чăваш чĕлхине пĕтсе пыракан чĕлхесен йышне кĕртнине пĕлмен çын çук пулĕ ĕнтĕ. Çапах та вырăнтан хускалмастпăр.
Чăвашсем, ентешсем! Нацишĕн чăмăртанса кар тăма, çĕкленме вăхăт çитрĕ. Халăх пуласлăхĕ — пĕрлĕхре, пĕр-пĕрне тăванла хакланинче. Чăваш халăхĕ, чыс-хисепĕ пĕтĕм тĕнче шайĕнче калаçмалли чĕлхе статусне çĕнсе илнĕ. Апла пулин те çакна нумайăшĕ хакламасть. Эпир халĕ чăваш халăхĕпе культуришĕн синкерлĕ улшăнусен ахăр саманинче пурăнатпăр. Наци малашлăхĕ тĕтреллĕ курăнать. Паян чăваш донор пулса ытти наци йышне ÿстерме пулăшать.
Кирек епле халăхăн та хăйĕн кÿршипе тачă çыхăну тытмалла, пĕр-пĕрне ырă витĕм кÿрсе ĕçлемелле. Ертсе пыракан вăй вырăнĕнче культура, ăслăлăх тата вĕренÿ ĕçĕ пулмалла. Çак юхăм хамăра хамăр ăнланса илме, пулăшма тивĕç.
Тăван чĕлхене сыхласа хăварас тĕллевпе чăваш истори-йĕпе культурине вĕрентес ĕçе ялсенчи шкулсене ытларах явăçтармалла. Вулавăшсенче тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем нумайрах пулмалла. Писатель поэтсен те нацие çĕкленме пулăшакан хайлавсем шăрçаламалла.
Чăвашсем йышлă пурăнакан хуласенче ÿнер çырăвĕн паллисене ăнлантарса çырнă гранит плита вырнаçтарма сĕнетĕп.
Чăвашсем — хастар, ĕçчен, ăслă халăх. Чĕлхи çепĕç те илемлĕ. Анчах та юлашки вăхăтра тăван чĕлхепе вулакансен шучĕ чакса пырать. Пирĕн хамăрăн чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркесене куç пек упрамалла. Пуласлăхшăн тăрăшмалла.
РФ «Вĕренÿ çинчен калакан саккунĕ» (2, 6-мĕш с.) граждансене тăван чĕлхене, наци культурине, йăли-йĕркине аталантарма, мĕнле наци çынни пулнине палăртма, шкулсенче ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме (эрнере 5 сехетрен кая мар) ирĕк парать.
Çавăнпа та ачасене чăваш йăхĕнчен тухнишĕн мухтанма, çав вăхăтрах ытти халăхсемпе тĕнсене хисеплеме, туслă пулма вĕрентер.
Источник: "Каçал Ен"