02 октября 2010 г.
Пуçласа çак çул «Шăматкун пушă чух вулама» страница тухма пуçлать. Унта тĕнчери, çĕр- шыври, республикăри интереслĕ хыпарсене пичетлеççĕ.
Кинопроката тухнă çĕнĕ кинофильмсен анонсĕсене те пичетлесех пырать «Октябрь ялавĕ». Сăвă çырма юратакан Т.Ильина, Н.Акчурина, В.Фадеева, А.Скворцова, О.Тихонов çамрăксен сăввисем пуçласа кун çути кураççĕ. Хирти Шăхасанти Галка Ваçлейĕ те чылай хайлав пичетлет. В.Михайлов радиоорганизаторта ĕçлеме пикенет.
1980 çулта район хаçачĕ 4900 экземплярпа тухса тăма тытăнать.
«Анатолий Арсентьевич Герасимов пĕкĕ çине çакмалли шăнкăравсене пухать. Унăн коллекцийĕнче халĕ хĕрĕхе яхăн шăнкăрав. Пĕр çулта туса кăларнă е пĕр евĕрлĕ шăнкăрав пĕрре те çук»,— çырать Г.Уткин «Йăс шăнкăрав сассипе» статья-ра (1980 çулхи мартăн 27-мĕшĕ). Интересленсе паллашрăм ку статьяпа. 1942 çултанпа пуçтарать иккен. Кашни хăйнеевĕрлĕ. Раççейре революциччен пĕкĕ çине çакмалли шăнкăравсем туса кăларакан 30 яхăн завод пулнă.
1980 çулхи майăн 15-мĕшĕнче пирĕн районта харăсах икĕ палăк уçăлнă. Пĕри Комсомольскинче, патваррăн тăракан виçĕ салтак тата тепри Александровка ялĕнче, тÿпенелле ăнтăлакан самолет. Ăна паттăр гастелловецсене халалланă. Çак паллă событи пирки В.Давыдов пысăк статья çырнă.
«Кĕтне» страницăра Тăманлă Выçлире пурăннă Н.А. Ильин юррисене те нотăсемпех чылай пичетленнĕ.
«Пĕр сăн ÿкерчĕк йĕрĕпе» статьяра Б.Кокорев учитель Совет Союзĕн Геройĕпе К.Антоновпа пĕрле шкул пĕтернисен малашнехи шăпи çинчен çырса кăтартнă (1980 çулхи июлĕн 10-мĕшĕ).
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, Мускавра 1980 çулта Олимпиада иртнĕ. Ун пирки çырса кăтартмасăр, кăткăс самантсене палăртмасăр район хаçачĕ пултарайман.
Çĕнĕ страница — «Ялти каçсем» тухма пуçланă. Унта районта ĕç хыççăн, каçхине иртекен мероприятисемпе паллаштарнă. Новеллăсем те кун çути курнă. Çак çул В.Воробьев (Туркай) çуллахи практикăра пулнă. В.Алексеев (Ачча) ĕçлеме пуçланă.
Хаçатра Чĕчкен ялĕнчи интернационалла çемьесем пирки те вулама интереслĕ. Кун пирки А.Мустафина хыпарлать, тĕрлĕ халăх пулин те, çемьесем ки-лĕштерсе пурăннине, кинсене ял халăхĕ хапăлласа йышăннине палăртать (1982 çулхи майăн 1-мĕшĕ). Паянхи кун та тутар каччисем чăваш хĕрĕсене илсе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çакă икĕ халăх хушшинчи туслăха çирĕплететех.
Интереслĕ тепĕр факта илсе кăтартам-ха. В.Алексеев «Конвертри савăнăç» статйинче çакăн пек цифрăсемпе паллаштарать: «Кашни кун район ĕçченĕсем вăтамран 1405 çыру, 11165 хаçат-журнал, 766 телеграмма, 45 посылка, 60 укçа перевочĕ илеççĕ. Çав вăхăтрах çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене пирĕн районтан 1124 çыру, 708 телеграмма, 27 посылка, 61 укçа перевочĕ каять» (1982 çулхи майăн 5-мĕшĕ). Паян çыру çыракансем те, телеграмма яракансем те çукпа пĕрех. Çакă чи малтанах компьютерпа Интернет урлă çыхăнма май пурринчен, кĕсье телефонĕсемпе усă курнинчен килет ĕнтĕ.
«Кунта база пулать» статьяра хальхи «Комсомольское» МСО» вырнаçнă çурт-йĕре тума пуçлани пирки çырнă (1982 çулхи августăн 7-мĕшĕ). Строительство ĕçĕсем пĕр кун та чарăнман. «Красный Октябрь» колхозра 90 ача вырнаçмалăх ача сачĕ ÿссе ларнине хыпарлать хаçат (1982 çулхи августăн 21-мĕшĕ). Критикăлла çыру нумай килнĕ. Анонимлă çырусенчен чылайăшĕ çăхавсем. Çăхав вара — çын çинчен элеклени, унăн таса ятне суя сăмахсемпе варалани. Паллах, авторĕ хăйĕн ятне, хушаматне палăртмасть. Хăйне тăрă шыв çине кăларасран хăрать-ши вăл. Е айккине тăрса юласшăн...», тесе çырать çырусен пайĕн заведующийĕ В.Алексеев «Редакцие килнĕ çыру» статьяра (1982 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕ). Редакци сотрудникĕсем ун пек çырусене тĕрĕслемесĕр тÿрех хаçат страницисене яман ĕнтĕ. Шăнкăравласа ыйтса пĕлнĕ те чылайăшĕ çырура каланисемпе тÿр килмест иккен, элек çеç.
В.Рыбкин радиоорганизаторта ĕçлеме пуçланă. Вăл хаçат сотрудникĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ рейдсене хутшăннă, хисеплĕ çынсем çинчен çырнă. «Кĕтне» страницăра В.Тарасова, С.Крылова, С.Михайлов, А.Самарина, В.Бахматова, А.Степанов, В.Казакова сăввисемпе хайлавĕсем пичетленнĕ. Хăшĕ-пĕришĕн ку литературăри пĕрремĕш утăм пулнă.
1983 çулта «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тиражĕ 5 пин урлă каçнă. Январĕн 1-мĕшĕнчен 5071 хуçалăх илсе тăнă ăна.
Источник: "Каçал Ен"