АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ĕçĕр пархатарлă

02 октября 2010 г.

 

Пĕрремĕш хут парта хушшине ларсанах пирĕнпе вĕрентекен пулать. Вăл пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрет, шкул çулĕсенче тивĕçлĕ воспитани парать. Нумаях пулмасть курнă пĕр тĕслĕхе илсе кăтартас килет. 30 çула яхăн тĕл пулман вĕренекенпе вĕрентекен тĕл пулчĕç. Çулсем иртнипе çынсем сăн-питрен те, кĕлеткерен те улшăннах ĕнтĕ. Тÿрех палласа та илеймерĕ учитель. Унтан çупăрласах илчĕç пĕрне-пĕри. Мĕн тери хаклă вăл вĕрентекен! Вĕсем пирки нумай-нумай сăмах каланă, калĕç те. Мĕншĕн тесен вĕсем иккĕмĕш аннесем, аттесем. Чăннипех те çапла.

Эпĕ районти педагогика ĕçĕнче нумай çул тăрăшнă, халĕ районти вĕрентÿ пайĕн профсоюз совечĕн председателĕнче ĕçлекен А.А.Яковлевпа калаçрăм. Вăл ытларах цифрăсем илсе кăтартрĕ. «Пирĕн районта паянхи кун 30 вĕрентÿ учрежденийĕ ачасене пĕлÿ парать. Унта пурĕ 842 çын ĕçлет. Вĕсенчен 520-шĕ — педагогсем. Юлашки çулсенче вĕрентÿ системине модернизациленипе чылай улшăну пулчĕ. База шкулĕсем туса хутăмăр. Шкул автобусĕсем çÿреççĕ. Кабинетсем оборудованисемпе пуянланчĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче 400 яхăн компьютер тата ытти хатĕрсем пур. Пĕр сăмахпа каласан, ачасене пĕлÿ илме майсем пур.

Вĕрентÿ учрежденийĕсене 3227 ача çÿрет. Вĕсене опытлă учительсем пĕлÿ параççĕ. Çакна çĕнсе илнĕ наградăсем те туллин çирĕплетеççĕ. Кăçал — Вĕрентекен çулталăкĕ. 2010 çулта районти 9 вĕрентекен Раççей Федерацийĕн, 7 учитель Чăваш Республикин, 3-шĕ ЧР Патшалăх Канашĕн наградисене тивĕçнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи В.Н.Петров, А.Ф.Мамуткин, Л.Г.Галкина, Александровка тĕп шкулĕнчи С.В.Антонов, Урмаел вăтам шкулĕнчи В.Х.Камалетдинов, Н.С.Сахров ЧР Президенчĕн 50 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ».

Алексей Андреевич вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул тăрăшакансене те асăнчĕ. «Н.А.Максимова районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ пулнипе çеç чи малтан асăнмастăп. Вăл чăннипех те хăй ĕçĕнче пултаруллă, ачасене пĕлÿ пама кирлĕ шайри условисем туса пама тăрăшрĕ»,— терĕ вăл.

Районта чи нумай вăхăт педагогика коллективне ертсе пыраканни — Асанкасси вăтам шкулĕн директорĕ Николай Иванович Чумаков. Вăл ачасене 37 çул пĕлÿ парать, директорта 28 çул вăй хурать.

Чылай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ учительсем сахал мар. Вĕсене пурне те асăнса та, çырса та пĕтереймĕн. Хăшĕ-пĕри халĕ пирĕн хушăра çук та ĕнтĕ. Теприсем тивĕçлĕ канăва кайнă.

«Вĕрентÿ пайĕн профсоюз организацийĕ — районта чи ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Çулсеренех вĕсем вĕрентекенсем хушшинче спортăн 5 енĕпе спартакиада йĕркелеççĕ. Унта уйрăмах районти вĕрентÿ пайĕн, Нĕркеç тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенчи профсоюз членĕсем палăраççĕ. Çавăн пекех районти ытти вăтам шкулсенчи ĕçченсем те маттур»,— палăртрĕ Алексей Андреевич.

Вĕрентÿ ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕлÿ, воспитани панипе пĕрлех вĕрентекенсем культурăллă мероприятисене те, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнаççĕ, хăйсем пурăнакан, ĕçлекен вырăнсене те тирпей-илем кÿреççĕ.

Чăннипех те пархатарлă вĕсен ĕçĕ. Уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каласа хисеплĕ пур вĕрентекене те малашне çĕр-шывшăн кирлĕ çынсем хатĕрлеме ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика