АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçарулăх, тĕллев пулсан ăнăçусем килеççех

02 октября 2010 г.

Пирĕн район ял хуçалăхĕпе ăнăçлă ĕçлет. Тĕрлĕ культурăсем акса-лартса ÿстерет. Эпир çĕр улми туса илессипе республикăра та палăрса тăратпăр. Чи нумай лаптăк çинче «иккĕмĕш çăкăр» лартса çитĕнтеретпĕр. Тухăçĕ те япăхах мар. Кăçал хăш-пĕр вырăнсенче аванах çĕр улми пуçтарса илнĕ. Хуçалăхсем çĕнĕ технологие алла илсе пыраççĕ. Хăйсем тĕллĕн те çĕр улми туса илмелли агрегатсене ăсталаса ĕçе кĕртеççĕ. Кăçалхи çул шăрăх тăнине пула пĕри те тухăç пирки питех шарламарĕç. Вăрлăх тупасси, унăн хакĕ, «иккĕмĕш çăкăра» вырнаçтарасси тавра калаçу пулчĕ.

Сăмахăм ман нумаях пулмасть Атласкинăн фермер хуçалăхĕнче çĕр улми çитĕнтерес енĕпе иртнĕ семинар-канашлу пирки пырать. Ун ĕçне район пуçлăхĕ Г.Волков, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.Киргизов, кăнтăр районĕсенчи, Çĕрпÿ, Канаш, Йĕпреç тăрăхĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, фермер хуçалăхĕ тытса пыракансем хутшăнчĕç. Курмалли, пĕлмелли нумай пулчĕ кунта. Вĕсем хăйсем тĕллĕн çĕр улми лартмалли техника туса ха-тĕрленĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» шултрине, вăрлăха валли, вĕттине уйăракан агрегатпа та паллашрĕç. Çавăнпа семинар-канашлусене ирттереççĕ те. Тĕрлĕ сĕнÿсем, канашсем пулмаллах ĕнтĕ унта. Камшăн усăллă пулĕç вĕсем, кам вĕсене йышăнмĕ те. Çапах та ку енĕпе ĕçлекенсен сăмахне итлени паха.

Семинар-канашлăва килнисем сысна витине те кĕрсе курчĕç. Çак выльăха ĕрчетес енĕпе «Комсомольский» совхоз пулнă вăхăтрах Çĕнĕ Шăхранта ĕçленĕ. Григорий Васильевич вара çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса курнă май унти меслетсене те ĕçе кĕртнĕ. Сысна амисем çăвăрличчен çулла та, хĕлле те ăшă витере мар, сарайсенче çеç пурăнаççĕ. Улăм сарса панă, апат çитереççĕ — пулчĕ те. «Амасем сахал мар çура параççĕ. Пурте сывă çуралаççĕ, ÿсеççĕ»,— терĕ Г.Атласкин.

Шутлатăн та, çамрăкранпах шахтăра ĕçленĕ çын, яла килсен çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме пуçланинчен тĕлĕнмелле те пек. Тепĕр енчен тĕлĕнтермĕшĕ те çук. Ялта ÿснĕ, уншăн хуçалăх ĕçĕсем ют мар. Вăл «Комсомольский» совхозăн пулнă пурлăха, çĕрĕсене аукцион урлă сутăн илнĕ. «Малтан çак яваплă ĕç нумай шухăшлаттарчĕ. Тĕллевсене палăртма та çăмăл пулмарĕ. Пулăшакансем тупăнчĕç. Хам та çирĕпрех пултăм пулĕ. Унсăр май килмест»,— кĕскен те уçăмлăн каларĕ канашлура Григорий Васильевич.

Кунта пурлăх никĕсĕ юхăннă пулнă. Сысна фермине тĕпрен юсама тивнĕ. Çапах вăй çитернĕ Г.Атласкин ĕçлекенсемпе пĕрле.

Семинар-канашлура тухса калаçакансем фермер хуçалăхĕ пирки ырă сăмахсем каларĕç. «Пуçарулăх, тĕллев пулсан, ăнăçусем килеççех»,— палăртрĕç ял хуçалăхĕнче чылайранпа тăрăшакансем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика