29 сентября 2010 г.
1977 çулхи сентябрь—ноябрь уйăхĕсенче районсемпе хула хаçачĕсене полиграфи тĕлĕшĕнчен лайăхрах илемлетсе кăларассипе республикăри конкурс иртнĕ. Унта «Октябрь ялавĕ» хаçат 3-мĕш вырăн йышăннă.
1978 çулта колхозсенче строительство ĕçĕсем уйрăмах хĕрÿ пынă. Пысăк объектсем тума пуçланă е хута янă. Аслă Çĕрпÿел ялĕ çывăхĕнче 300 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ тума пуçланă. Спортзал та, тир та тумалла. Урмаелĕнче вара 400 çын вырнаçмалăх икĕ хутлă культура çуртне туса пĕтернĕ, тесе пĕлтерет хаçат (1978 çулхи августăн 26-мĕшĕ). Пĕчĕкрех ĕçсене асăнса та пĕтерме çук. Кашни страницăра тенĕ пекех строительство ĕçĕсем çинчен хыпарланă. Витесем, кĕлетсем, гаражсем тунă. Социаллă-культурăллă çуртсем те çĕкленĕ.
1979 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм Союзри халăх перепиçĕ пулассипе ăнлантару ĕçне çулталăк маларахах пуçланă. Çав темăпа статьясем пичетленнĕ.
Çак çул обществăлла корреспондентсемпе юнкорсен, сăвă-калав хайлакансен йышĕ те ÿснĕ. Унчченхи ялкорсемпе пĕрлех Аннăпа Сергей Ежергинсем ытларах статьясемпе тĕрленчĕксем ярса панă. «Кĕтне» страницăра В.Андреевăн, Н.Родионовăн, В.Воробьевăн (халĕ ăна В.Тургай псевдонимпа пĕлеççĕ) малтанхи калавĕсем, сăввисем кун çути курнă. Хаçатра Н.Никифоров, Е.Ефимова сотрудниксем статьясем çырнă, рейдсене çÿренĕ. В.Вадимов (халĕ «Советская Чувашия» хаçат корреспондечĕ) практикăна килнĕ. Хаçат страницисем пуянланса пынă.
«Ĕнер районта литературăпа искусство эрни пуçланчĕ. Ăна пирĕн ентеш Лаврентий Таллеров 50 çул тултарнă ятпа ирттереççĕ. Çавна май района писательсемпе поэтсен тата артистсен пĕр ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсем çак кунсенче район ĕçченĕсемпе тĕл пулаççĕ» (1979 çулхи январĕн 16-мĕшĕ). Çапла çырнă хыççăнах аяларах «Октябрь ялавĕ» хаçат редакторĕнче 16 çул ĕçленĕ Л.В.Таллеров çинчен çырнă пысăк статья вырнаçтарнă.
«Аталану çулĕпе, пысăк утăмсемпе» статьяра пилĕкçуллăхри район аталанăвне çирĕплетекен цифрăсемпе фактсем илсе кăтартнă. Илсе пăхар-ха хăшĕ-пĕрне.
«Паянхи кун тĕлне колхозсенче тата «Комсомольский» совхозра 438 трактор, груз турттармалли 241 автомашина, тыр-пул пуçтармалли 130 комбайн пур»; «Хальхи вăхăтра районта 27 шкул (10 вăтам тата 17 сакăр çул вĕренмелли) ĕçлет, вĕсенче 9094 ача вĕренет», «640-шер ача вырнаçмалăх Комсомольскинче, Урмаелĕнче вăтам шкулсем хута кайрĕç, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкулта 320 вырăнлăх хушма çурт хута кайрĕ» (1979 çулхи февралĕн 17-мĕшĕ). Ку цифрăсене мĕншĕн илсе кăтартрăм-ха; Вăл вăхăтра та ял çыннине çăмăлах килмен, анчах та патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ пулнă. Тăватă- пилĕк çул каялла техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче 20 çулсенчи çамрăк «Ку трактор хамран та аслăрах»— тенĕччĕ. Шăпах çав тракторсемпе ĕçленĕ те 1990 çулсенче хăш-пĕр колхозсенче.
Н.Скворцов фотокорреспондент ялкорсене фото ÿкерес енĕпе сĕнÿсем те парсах тăнă. Ф.Шипатов «Манăçми сăнар» статьяра «Октябрь ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарĕ пулнă Василий Викторович Викторов пирки çырса кăтартать. Çиçĕм Ваççи псевдонимпа çырнăскер, 1942 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă (1979 çулхи февралĕн 24-мĕшĕ).
«Октябрь ялавĕ» хаçат çумĕнче çамрăк çыравçăсен «Кĕтне» литпĕрлешĕвĕ ĕçленĕ.
Çурхи ака-суха тата вырма вăхăчĕсенче хаçат пĕрер страницăпа кашни кун тенĕ пек тухса тăнă. Çакă хуçалăхсенчи ĕç-хĕле оперативлă çутатма май панă. Кашни номертех «Пресс-центр пĕлтерет» ятпа уй-хир хыпарĕсене пĕлтерсе тăнă.
Вăтам тата сакăр çул вĕренмелли шкулсем пирки çеç çырман хаçат. «Заря» колхозри ĕçченсене 13 çынна савăнăçлă лару-тăрура каçхи вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат пани çинчен З.Соловьева «Савăнăçлă кун» статьяра çутатнă (1979 çулхи майăн 24-мĕшĕ).
Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕ «Дружба» колхозри ĕçченсем çинчен 45 минута пыракан «Тăван ялăм, савнă ял» передача кăтартнă иккен.
Малтанхи çулсенче хаçатра пĕлтерÿсем нумаях пулман-тăк, çулсеренех вĕсен йышĕ ÿснĕ. Предприятисем ĕçе чĕннĕ, вĕренÿ заведенийĕсем пĕлÿ илме йыхравланă.
Çулсеренех футбол, хоккей, волейбол вăййисем нумай иртнĕ. Халăха спортпа туслă пулма хавхалантарнă. Ку енĕпе хаçатра пичетленнĕ статьясемпе репортажсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ăмăртусене хутшăнакансем те паянхи пек 3—4 команда çеç пулман, колхозсем те, предприятисемпе организацисем те хутшăннă.
1979 çулта Ĕçпе юрă уявĕ 28-мĕш хут иртнĕ. Икĕ куна пынă вăл.
«Сирĕн çырусем» çĕнĕ рубрикăпа кĕске-кĕске заметкăсем пичетленме пуçланă. Вулакансем унта темĕн çинчен те çырнă: савăнăçлисем те, пăшăрхантарканнисем те, критиклекеннисем те...
Страницăсенче çĕнĕ рубрикăсем те хутшăнаççĕ. «Парти пурнăçĕ», «Малта пыракансем каласа параççĕ», «Асăрхăр: интереслĕ опыт», «Совет строительстви», «Специалист канашĕ», «Пĕлме интереслĕ» тата ытти те кун çути кураççĕ.
Источник: "Каçал Ен"