29 сентября 2010 г.
Ыйтусем çине Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ И.Г.Белобаева хуравлать.
— Эпĕ вĕри точкăсенче çар службинче пулнă. Кăçал «Çар ĕç ветеранĕ» (ветеран боевых действий) удостоверени пачĕç, уйăхсерен тÿлевпе тивĕçтерме тытăнчĕç. Социаллă çăмăллăхсене укçан тепĕр çултан кăна илме пулать терĕç. Тĕрĕсех ăнлантарса пачĕç-ши мана.
— Федераллă çăмăллăх илекенсене çĕнĕрен уйăхсерен укçа тÿлевĕпе тивĕçтернĕ чух унăн суммине социаллă пакетăн хакне шута илмесĕр тÿлеççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн социаллă пулăшу çăмăллăхĕсене хирĕçлемелли заявленине Пенси фондне иртсе пыракан çулăн октябрĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла — çитес çул ăна укçан тÿлеме тытăнаççĕ. Çавăнпа та 2011 çулта социаллă пулăшу пуххине укçан илес тесен кăçал октябрĕн 1-мĕшĕччен Пенси фондне заявлени тăратмалла.
Сире тĕрĕсех ăнлантарнă.
— 2010 çулта эпĕ 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăтăм. Пенси фондне уйăхсерен ук-çапа тивĕçтерме заявлени тăратрăм. Ăнлантарса парăр-ха, мĕн вăл соцпакет, манăн мĕнле социаллă çăмăллăхсемпе усă курма май пур;
— Соцпакет медицина тата транспорт пайĕсенчен тăрать. Медицина пайĕ шутне врач рецепчĕпе тÿлевсĕр эмелпе, тухтăр сĕнĕвĕпе санатори путевкипе тивĕçтересси кĕрет — унăн хакĕ 627 тенкĕ. Транспорт пайĕ хула çумĕнчи пуйăспа тÿлевсĕр çÿреме тата сиплев вырăнне кайса килме май парать — унăн хакĕ 78 тенкĕ те 10 пус.
Социаллă çăмăллăхсен пуххин пĕтĕмĕшле хакĕ 705 тенкĕ те 10 пус.
— Эпĕ пĕлтĕр социаллă пакет çăмăллăхĕсем вырăнне укçа илме заявлени çырнă. Кăçал сывлăх хавшани пирки эмелсем тăтăшах кирлĕ, çăмăллăха каялла тавăрасшăн.
— Енчен те федераллă çăмăллăх илекен социаллă çăмăллăхсен пуххине пĕтĕ-мĕшле е унăн пайне (маларах каларăм ĕнтĕ, вăл медицина тата транспорт пайĕнчен тăрать) каялла тавăрас тет пулсан, кун çинчен октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса Пенси фондне тăратмалла. Çак заявлени эсир хăвăр шухăша улăштарса урăх заявлени çыриччен вăйра юлать.
— Эпĕ 3-мĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Социаллă çăмăллăхсене укçан илеттĕм. Кăçал комисси тухнă хыççăн 2-мĕш ушкăн пачĕç. Социаллă çăмăллăхсем вырăнне укçан илме заявлени тепĕр хут çырмалла-и.
— Федераци çăмăллăхĕ илекенĕн инвалидлăх группи улшăнсан уйăхсерен тÿлев суммине заявлени çырмасăрах «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн çĕнĕрен шутласа палăртаççĕ. Ку пĕр саккунра пулакан улшăну, çавăнпа та социаллă çăмăллăх илмелли йĕрке улшăнмасть. Апла-тăк малтан социаллă çăмăллăхсене хирĕçлесе çырнă заявлени вăйра юлать, Пенси фондне тепĕр хут кайма кирлĕ мар.
— Эпĕ вăрçă инваличĕн тăлăх арăмĕ. 2010 çулта август уйăхĕнче 2-мĕш ушкăн инвалидлăх группи пачĕç. Эпĕ халиччен социаллă пулăшу пуххи вырăнне укçан илеттĕм. Тепĕр çул çăмăллăх вырăнне укçа илес тесен заявлени тăратмалла-и.
— Кунта улшăнусем тĕрлĕ саккунсемпе пулса пыраççĕ. Вăрçă инваличĕн тăлăх арăмĕсене уйăхсерен тÿлеве «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунпа, инвалидсене — «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн тÿлеççĕ. Çавăнпа та çĕнĕ сăлтавпа тÿлеве шутласа палăртма Пенси фондне заявлени тăратмалла. Уйăхсерен тÿлевпе çĕнĕрен тивĕçтернĕ чух унăн суммине социаллă пулăшу пуххин хакне шута илмесĕр тÿ-леççĕ. Социаллă пулăшу çăмăллăхĕсене хирĕçлекен заявление Пенси фондне иртсе пыракан çулăн октябрĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла — çитес çул ăна укçан тÿлеме тытăнаççĕ.
— Эпĕ 2-мĕш ушкăн инваличĕ, тÿлевсĕр эмел пĕрмаях илетĕп. Сывлăх хавшак пирки ниçта та тухса çÿрейместĕп. Транспорт пайĕ вырăнне ук-çан илесчĕ.
— Социаллă çăмăллăхсен пуххине пĕтĕмĕшле е унăн пайне килес çул укçан илес тесен кун çинчен кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăну тумалла. Çавăнпа та транспорт пайне укçалла илес тетĕр пулсан октябрĕн 1-мĕшĕччен Пенси фондне заявлени тăратмалла.
— Федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе камсем усă курма пултарнине аса илтерĕр-ха. Чăваш Республикинче миçе çын социаллă пулăшу пуххипе усă курасси çинчен йышăну тунă.
— Федераци çăмăллăхĕсем илекенсен шутне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, унăн инваличĕсем, çар ĕç ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, 1—3-мĕш ушкăн инваличĕсем, радиаци катастрофине пула нушана лекнĕ граждансем кĕреççĕ.
Районта вĕсен йышĕ 3126 çын. Çулталăк пуçланнăранпа соцпакет вырăнне укçа илесси пирки Пенси фончĕ 278 заявлени йышăннă. Социаллă çăмăллăхсене илсе тăрассине каялла тавăрас текенсенчен 22 заявлени йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"