29 сентября 2010 г.
Альфия Кияметдиновна Урмаел ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ултă ача — 3 хĕрпе 3 ывăл пулнă вĕсен. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăпайлăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă Альфия. Мĕн пĕчĕкрен вăл амăшĕпе тата аслă аппăшĕсемпе юнашар тăрса чустаран тĕрлĕ кукăль, булка хатĕрлеме пулăшнă, тутлă апат пĕçерме юратнă. Çавăнпа та-и тен, вăтам шкул хыççăн Вăрнарти профессипе техника училищине вĕренме кĕрет, кондитер специальноçне алла илет.
1984 çулта М.М.Амерхановпа паллашса çемье çавăраççĕ. Мăшăрланнă хыççăн тăван республикăран аяккарах — Мускава тухса кайса ĕçлеççĕ Амерхановсем. Унта çулталăк пурăнсан тăван ене таврăнаççĕ.
«Килте стенасем те пулăшаççĕ»,— тенĕ ваттисем. Мускавран таврăнсан, 1986 çулта, Комсомольскинчи «Колосок» ача-пăча садĕнче поварта ĕçлеме пикентĕм. Эпĕ пĕçернĕ апата шăпăрлансем кăмăллăн çинине пăхса киленнинчен хакли ним те çук»,— аса илчĕ Альфия аппа.
2006 çултанпа А. Амерханова райцентрти «Кĕтне» столовăйĕнче ĕçлет, çынсем валли тутлă та сĕтеклĕ апат пĕçерет.
Мăшăрĕпе, Минзекрем Миназимовичпа, икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Лилия И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче ăс пухнă. Халĕ хăйĕн çемйипе Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Гульнара вара Шупашкарти коопераци институтĕнче 4-мĕш курсра вĕренет, аппăшĕ пекех, экономист пулма ĕмĕтленет. Амерхановсен икĕ мăнук.
«Ĕçлеме йывăр мар-и;» тесе ыйтсан, Альфия аппа ăшшăн кулса çапла хуравларĕ: «Пĕртте йывăр мар. Тăрăшни çĕре ÿкмест теççĕ. Ĕç пурри – лайăх. Пĕçернĕ апатшăн çиекенсем тав туса кăмăллăн тухса кайсан уйрăмах чун хавхаланать».
Источник: "Каçал Ен"