АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци пуçланать

25 сентября 2010 г.

 

Вут-çулăм хăрушă. Унран асăрхаттарас тесе çынсемпе тĕрлĕ калаçусем ирттеретпĕр. Çав-çавах пушарсем пулаççĕ. Чылай чухне «хĕрлĕ автан» хамăрăн тимсĕрлĕхе пула алхасать. Электроприборсен юсавсăрлăхĕ, кăмакасем кирлĕ шайра пулманни тата ытти сăлтавпа çулталăк пуçланнăранпа 15 пушар пулчĕ. Унта 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ.

Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин приказĕпе çĕр-шывĕпех «Жилище — 2010» операци ирттереççĕ. Вăл октябрь уйăхĕнче пуçланать, ноябрь уйăхĕчченех пырать.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем, инструкторĕсем, ял поселенийĕсенчи активистсем çав вăхăтра пурăнмалли уйрăм çуртсенче пулса тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Сăмахран, мунчари кăмакана тĕрĕс туманнипе çеç пĕлтĕр 7 пушар пулнă. Электропроводсем кивелсе çитнĕ, çĕнĕрен карнисем правилăсене пăхăнса тăмаççĕ пулсан та хăрушă.

Операци вăхăтĕнче уйрăмах эрех-сăрапа иртĕхекенсен, пĕччен пурăнакан ватăсен, ăнăçсăр çемьесен çурчĕсене пăхса тухма тăрăшăпăр.

Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем сире инкек-синкекрен сыхлаççĕ. Эсир те пирĕнпе тачă çыхăну тытăр. Йĕркесĕрлĕхе, пушар хăрушлăхне асăрхасан «01», «112» телефонсемпе шăнкăравлăр.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика