25 сентября 2010 г.
Ачалăх — çын пурнăçĕнчи чи паллă тапхăр. Çак вăхăтра унăн тавракурăмĕ аталанма пуçлать.
1863 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Раççейре пуçласа ача сачĕ уçнă. А.С.Симоновичпа çыхăннă вăл. Пуçаруллă хĕрарăм 3—8 çулхи ачасене пуçтарса тĕрлĕ вăйăсем выляттарнă, тата ытти енĕпе те вĕсен ăс-хакăлне ÿстерсе пынă.
Педагогика изданийĕсен пуçарăвĕпе 2004 çулта Раççейре шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсен кунне официаллă майпа çирĕплетнĕ.
Районта шкул çулне çитмен ачасен 7 учрежденийĕ ĕçлет. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 шкул çумĕнче кĕске вăхăтлăх пулмалли 16 ушкăн пур. Унта 1—6,5 çулхи 724 ача çÿрет. Шкул çулне çитменнисемпе 66 педагог ĕçлет. Вĕсемпе пурте мĕн пĕчĕкренех ăс-тăн енчен аталанччăр, тавракурăмне ÿстерччĕр тесе çине тăрсах тăрăшаççĕ. Ал ĕç тума, юрра-ташша вĕренме, халăхсен йăли-йĕркисене пуçа хывма хăнăхтараççĕ. Спорт енĕпе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, чун ăшшине, пултарулăхне, тараватлăхне ĕçре пĕтĕмпех ачасене параççĕ тесен те тĕрĕсех пулĕ. Вĕсене малашне те çăмăлах мар ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр, хальхи пекех пултаруллă пуласса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"