22 сентября 2010 г.
Пирĕн районта хăйсен пурнăçне спортпа тата физкультурăпа тачă çыхăнтарнă çын чылай. Вĕсенчен пĕри вăл – С.И.Зубарев. Шăпах ун ячĕпе иртрĕ те ĕнтĕ вырсарникун вăрман хĕрринчи чупу. Кăçалхипе вăл иккĕмĕш хут пулчĕ.
Çак савăнăçлă мероприятие районти вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен 150 яхăн вĕренекен пухăнчĕ. Чи малтанах спортсменсене район пуçлăхĕ Геннадий Волков саламларĕ, ăмăртура ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн С.И.Зубарев сăмах илчĕ. «Алла эрех-сăра кĕленчи, сигарет ан тытăр, диван çинче телевизор умĕнче сахалтарах выртăр. 87 çулхи Сергей Ивановичран яланах тĕслĕх илĕр»,— сунчĕ ветеран çамрăк ăру представителĕсене.
Вăтам шкулсенчен килнĕ хĕр ачасем 2 километра, арçын ачасем 3 километра чупса ăмăртрĕç. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕренекен Надежда Черновăпа Ульяна Данилова пĕрремĕшпе виççĕмĕш, Нĕркеç вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Алиса Алексеева иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен Артем Мартынов пĕрремĕш, Александр Белков (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) иккĕмĕш, Егор Земсков (Аслă Чурачăк) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинчи тупăшу та хĕрÿ иртрĕ. Нĕркеçри А.Ф.Волков физкультура учителĕн воспитанникĕсем — С.Петров, И.Волков, Г.Кириллов — чи лайăх кăтартусемпе палăрчĕç, пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Унччен Анат Тимĕрчкассинче ĕçленĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче тăрăшакан Валерий Иванович Плешков та кроспа кăмăллă. 1 километрлă дистанцире ăмăртса унăн вĕренекенĕ Ирина Андреева пĕрремĕш чупса тухрĕ. Н.Крысова (Нĕркеç) иккĕмĕш, Н.Антонова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем тата парнесем парса чысларĕç.
Источник: "Каçал Ен"