22 сентября 2010 г.
Обществăлла корреспондентсенчен В.Воронковăн вĕренÿпе воспитани, Н.Руссаковăн истори темисемпе çырнă статйисемпе вулакансем кăмăлласах паллашнă ĕнтĕ. Г.Алексееван, В.Кузьминăн, Н.Никифоровăн сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем кун çути курма пуçлаççĕ. Хаçат тиражĕ 4880 экземплярпа танлашать.
1977 çулта Октябрьти Аслă революци пулнăранпа 60 çул çитнĕ. Çавăнпа та ытларах çав тематика çине тайăнса ĕçленĕ. ДОСААФ туса хунăранпа та 50 çул пулнă.
Вăл çулсенче республикăри культурăпа искусство çыннисем тăтăшах яла тухса çÿренĕ. Писательсемпе поэтсем литература каçĕсем ирттернĕ, артистсем спектакльсем кăтартнă. «Культура çуртĕнче чăваш художникĕсен произведенийĕсен куçса çÿрекен выставки уçăлчĕ»,— çырать хаçат. Унта район çыннисем республикипех чап çĕнсе илнĕ Н.Овчинников, Н.Сверчков, Ф.Осипов, Н.Карачарсков картинисене курма пултарнă (1977 çулхи январĕн 22-мĕшĕ). Паян ял çынни хăй те тĕп хуламăра час-часах тухаймасть. Шупашкартан та искусство çыннисем сайра килеççĕ.
Хаçата килнĕ заметкăсене, хайлавсене тишкерсех тăнă. «Редакцие çыру килчĕ...» ятпа тухакан статьясенче ялкорсемпе юнкорсене кирлĕ сĕнÿсем панă.
Комсомольски районĕпе Елчĕк районĕ ăмăртса ĕçленĕ май çакăн пирки статьясем çырмасăр тăма пултарайман. Кашни уйăхрах икĕ район кăтартă-вĕсен танлаштарăвĕсене пичетленĕ.
1977 çулхи апрелĕн 6-мĕ-шĕнче Г.Т.Зайцев вилнĕ пирки некролог пичетленнĕ. Мĕншĕн чарăнса тăтăм-ха. 1961 çулта вăл «Октябрь ялавĕ» хаçатра çырусен пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.
«Кĕтнере çумăр çăвать» статьяра И.Кузьмин «Восток» колхоз темиçе çул ĕнтĕ çарансемпе кĕтÿ кĕтмелли вырăнсене шăварни çинчен пĕлтерет (1977 çулхи июнĕн 9-мĕшĕ). 1980 çулсенче районти пур хуçалăхра та ку ĕç пынă. Гидросооруженисем туса хатĕрленĕ.
СССР Союзĕн Конституцийĕн проектне сÿтсе явса ĕççыннисем хаçат страницисем урлă хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсех тăнă.
Страницăсерен тенĕ пекех йăла пулăшăвĕ паракан комбинатăн, обществăлла апатлану предприятийĕсен, райпон ĕç-хĕлне критиклесе çырнă статьясемпе фельетонсем тухнă. «Çыннăн кăмăлĕ хуçăлать» ят панă Ю.Скворцов корреспондент район центрĕнчи суту-илÿ точкисен ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлне тишкерсе тухса (1977 çулхи июлĕн 29-мĕшĕ). Кĕтне Кĕлпукĕ ятпа алă пуснă «6 пăта çеç çап» фельетон районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен управленири атă-пушмак юсаканăн ĕçне хурлать.
1977 çулхи августăн 25-мĕ-шĕнче «Октябрь ялавĕ» хаçатăн 5 пинĕмĕш номерĕ кун çути курнă. Номере те йăлтах ăна халалланă, икĕ тĕспе пичетленĕ. СССР Журналистсен союзĕн членĕ Р.Моисеев, «Россия» колхозри партком секретарĕ В.Белков, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем В.Воронков, А.Васильев, Г.Пыркин «Октябрь ялавĕ» пирки хăйсен шухăшне пĕлтернĕ.
Уйрăмах малтанхи çулсенче редакторта ĕçленĕ Н.Квасовăн аса илĕвĕ кăмăла кайрĕ. Унти хăш-пĕр йĕркесене илсе кăтартам-ха.
«...1937 çулта ответлă редактор Румянцев, ответлă секретарь Митта Ваçлейĕ, каярахпа Кузьмин пĕр вăхăт хушши ĕçленĕ, ответлă секретарьсем пулса В.Исаев, Н.Пушкин юлташсем ĕçлерĕç. 1939 çулхи март уйăхĕнче Комсомольски районне тăвасси çинчен йышăнсан апрель уйăхĕнче Комсомольскине куçрĕ. 25-мĕш номертен пуçласа хаçат Комсомольски район Совечĕн хаçачĕ пулчĕ. Анчах хаçат Патăрьелĕнчех тухнă, ăна унти типографинчех çапнă. 52-мĕш номертен пуçласа Комсомольскинче (типографи Лаврушкин колхозник çур-тĕнче вырнаçнă) пичетлеме пуçланă. Ф.Степанов редактора райком секретарьне куçарнă май, учительте ĕçлекен активлă ялкора К.Акчурина редакцине ĕçе илнĕ, вăл редактор ĕçĕсене чылай çул туса пынă...»
1977 çулта типографире Л.Баринова линотипистка, Н.Самарина калăплавçă, Л.Алексеева печатница ĕçленĕ пирки хыпарлать хаçат. Çак номертех 200 ытла обществăлла корреспондент çыхăну тытнине пĕлтерет.
СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, пирĕн районти «Красный Октябрь» колхоз тракторисчĕ Л.Н.Акчурин СССР Верховнăй Совечĕн VII сессийĕнче тухса каланă сăмаха 1977 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕ. Унта вăл хăйпе пĕрле тăрăшакансен, колхоз ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсем çинчен каласа панă.
Октябрĕн 11-мĕшĕнчи номертех СССР Конституцине (Тĕп Законне) йышăннă куна пĕтĕм халăх уявĕ тесе пĕлтересси çинчен калакан саккуна пичетленĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕ — СССР Конституцийĕн кунĕ тесе палăрт- нă.
Хаçат Комсомольски вăтам шкулĕ уçăлнăранпа 100 çул çитнине мĕнле паллă туни çинчен çырать. «1877 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Аслă Каçал ялĕнче земствăн пуçламăш шкулĕ уçăлнă. Унта 26 арçын ача, 11 хĕр ача вĕреннĕ. Паян кунта 992 ача вĕренет, 52 учитель ĕçлет. 100 çул хушшинче 3000 ытла çын вĕренсе тухнă»,— пĕлтерет хаçат (1977 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕ).
Источник: "Каçал Ен"