АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх ыйтăвĕ кăçал çивĕч

22 сентября 2010 г.

 

Кăçалхи çураки кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа иртрĕ. Кашни хуçалăхра ĕçсем кал-кал пычĕç. Тырăсен лаптăкĕ 15414 гектар йышăнчĕ. Çĕре пурĕ 38551,5 центнер вăрлăх хывса хăварнă. Унăн 95 проценчĕ акма юрăхлă кондицире пулнă. Чылай хуçалăх çĕнĕ вăрлăхсем те туянчĕ, киввисене çĕнетсе улăштарчĕ.

Çапла вара районĕпе элита вăрлăх 10 процент, I—IV репродукцисене тивĕçтерекенни 36 процент акăннă. Çĕре сахалах мар удобрени хывнă, вăрлăха имçамласа акнă. Кĕскен каласан, кашни хуçалăх уй-хиртен пысăкрах тухăç илес тесе тăрăшни куç кĕретех. Анчах та кăçалхи çанталăк условийĕсем, шăрăх та типĕ кунсем çав тери вăраха кайни палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май памарĕ. Кашни гектар тухăçĕ 17 цент-нера та (бункер виçипе) çитеймерĕ. Тепĕр енчен, тырăсен лаптăкĕн 53 процентне пачах та шутран кăларса пăрахма тиврĕ.

Тыр-пул кăçал кĕлетсене типĕ кĕчĕ. Кашни хуçалăх вăрлăх тума юрăхлă тырăсене çитес çулхи çур аки валли хывса хăварчĕ. Паянхи кун тĕлне 27 пин центнер вăрлăх партийĕсене тĕрĕслев витĕр кăларнă, шăтаслăхĕ аван. Анчах та таса мар пирки 21748 центнерĕ акма юрăхлă кондицие лараймасть. Районти пилĕк хуçалăхра кăна 5252 центнер кондициллĕ вăрлăх (19 процент) пур.

«Слава» кооператив тĕрĕслеве 200 центнер вăрлăхăн партине кăна тăратнă-ха. Вăл пĕтĕмпе пахалăхлă вăрлăх шутне кĕрет. Акă, «Рассвет» кооператив пурĕ 1123 центнер вăрлăх хывса хăварнă, унăн партийĕсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ, 466 центнерĕ кондицие ларать, тата 592 центнерĕ таса мар.

Халĕ хуçалăхсенче хĕрсех çĕр улми кăлараççĕ. Çак ĕçе вĕçлесенех тырă вăрлăхне тасатас ĕçе çине тăрсах пуçăнмалла. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хывса хăварнă пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлă кондицие лартасчĕ. Алланă хыççăн вăрлăх шучĕ паллах чакать. Çавăнпа кÿршĕллĕ хуçалăхсемпе калаçса татăлса вăрлăх пахалăхне улăштарса çĕнетме пулать. Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институчĕпе çыхăнса вăрлăх пахалăхне лайăхлатма май пур. Ку енĕпе кашни хуçалăх хăй тĕрлĕ майсем шыратех ĕнтĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика