22 сентября 2010 г.
Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре чыс-хисепе, ырă ят-сума тивĕçнĕ вĕрентекенсем пирĕн хушăра сахал мар. Тав сăмахĕсене çеç тивĕçлĕ тепĕр çын вăл — Тамара Анатольевна Ченакина.
Т.Ченакина Елчĕк районĕнчи Мучар ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан, 1975 çулта вăл Чăваш патшалăх педагогика институтне биологи факультетне вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен мĕн таран хĕпĕртенĕ вăл! Унăн ĕмĕчĕ тинех тулнă: вăл – вĕрентекен! «Манăн ĕç çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăвартăр»— çакăн пек пысăк шухăшпа, хавхаланупа çамрăк специалист пархатарлă та яваплă ĕçе кÿлĕннĕ. Шăпа ăна 1980 çулта Кивĕ Сĕнтĕрти 8 çул вĕренмелли шкула илсе килнĕ. Çав çулах çак ял каччипе А.А.Ченакинпа çемье чăмăртанă. Сăмах май, Алексей Андреевич та вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшнă, шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ. Шел пулин те, вăл йывăр чире пула 5 çул каялла çĕре кĕнĕ.
Паллах, ачасемпе ĕçлеме чăтăмлăх та, çепĕçлĕх те кирлĕ.
«Вĕсене сасă хăпартса итлеттерме, вĕрентме çук. Ачасен чун-чĕрин уççине тупмалла»,— тет Тамара Анатольевна. Вăл ăна тупнă ĕнтĕ.
Кашни вĕренекен хăй тĕллĕн ĕçлетĕр, шухăшлатăр, шкулта пухнă ăспа туллин усă куртăр — çакăн пек тĕллевпе пырса кĕрет вăл кашни урока. Вĕсене тĕплĕн хатĕрленет вĕрентекен, çÿлти шайра ирттерме тăрăшать. Унăн урокĕсенче тĕлĕрсе ларакан ача çук, пурте шыравра.
Паянхи пурнăç педагогран çирĕп ыйтать. Учителĕн ăс-хакăла та, пĕлĕве те аталантарсах пымалла. Унсăрăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани пама çăмăлах мар.
Чĕре хушнипе пурнăçлакан ĕç яланах паха çимĕç кÿрет. Ачасене ăс-тăн парас, пурнăç çулĕпе çирĕп утма хăнăхтарас ĕçре тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн кăçал Тамара Анатольевна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне те илме тивĕç пулчĕ.
1995 çултанпа Т.Ченакина Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче биологи тата хими предмечĕсене вĕрентет. Ăру хыççăн ăрăва пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларакан учитель коллективра та, ял-йышра та пысăк хисепре.
Икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Ченакинсем. Аслă ывăлĕ Александр, Чăваш патшалăх университе-тĕнче ăс пухнăскер, Патăрьелĕнче çемйипе тĕпленнĕ. Вăл — судпа медицина эксперчĕ. Хĕрĕ те аслă пĕлÿллĕ специалист, халĕ Мускавра ĕçлет. Т.Ченакина 2 мăнукпа савăнать.
Источник: "Каçал Ен"