22 сентября 2010 г.
Кĕçех районти самоуправлени органĕсен пуçлăхĕсен, депутачĕсен суйлавĕ пулмалла. Вĕсем хушшинче чăннипех те район аталанăвĕшĕн тăрăшакансем пулаççех.
Сентябрĕн 20-мĕшĕнче халĕ тăрăшнă депутатсем тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕрлехи ларăва хутшăнчĕç. Тăваттăмĕш созывра юлашки пулчĕ ку. Тĕпрен илсен вăл район экономикин аталанăвĕ, бюджет ыйтăвĕсемпе иртрĕ. Маларах асăннă йышăнусене хушусемпе тÿрлетÿсем кĕртрĕç. Ку ыйтупа районти финанс пайĕн начальникĕ И.Г.Васильева, экономика, рынок тата çĕр хутшăнăвĕсен начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ С.Г.Ульдина сăмах илчĕç. Вĕсем нумай-нумай цифра илсе кăтартрĕç. Çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕр тăвас, социаллă-культурăллă объектсем çĕклес тата юсав ĕçĕсем тăвас енĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Çакăнта, паллах, депутатсем кирлĕ йышăнусем туни те пĕлтерĕшлĕ.
Иртнĕ созывра 45 лару ирттернĕ. Чылай ыйтăва сÿтсе явса кирлĕ йышăнусем тунă. Пур отрасльпе те район япăх мар ĕçлесе пынă.
Район пуçлăхĕ Г.Волков, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Е.Карпеев депутатсене ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕç, малашне те пурнăçпа пĕр тан утма ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Источник: "Каçал Ен"