15 сентября 2010 г.
И.Мифтахутдинова Урмаел вăтам шкулĕнче 7-мĕш «б» класра пĕлÿ илет, вĕренÿре «питĕ лайăх» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать.
Кĕнекесемпе те питĕ туслă Илназ. «Вĕсем мана пĕлĕве, тавра курăма ÿстерме пулăшаççĕ»,— тет вăл.
Хĕр ача шкулти обществăлла пурнăçа та активлă хутшăнать, пĕр мероприятирен те айккине юлмасть. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна пĕрле вĕренекенсем, учительсем мухтаççĕ. Илназ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. «Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисене те пулăшать»,— теççĕ маттур хĕр ача пирки.
Вĕренекен спортпа тата физкультурăпа та туслă.
Источник: "Каçал Ен"