15 сентября 2010 г.
В.Кизюков вырăнти радиовещанин корреспондент-организаторĕнче ĕçленĕ. Вăл та редакци штатĕнчех тăнă. Кашни колхозрах радиовещани пулнă, халăх республика передачисене çеç мар, район хыпарĕсене те ирсерен итленĕ. Халĕ вара радиоприемниксем пулсан çеç чăваш сассине илтетпĕр.
«Тăван тавралăх» страницăра çут çанталăк пуянлăхĕ, ăна упрас ыйтусене, хамăр пурăнакан вырăнсене тирпейлĕ тытасси тата вĕсене ешĕл сăн кĕртесси пирки статьясем пичетленĕ.
1974 çулта Комсомольскинче мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли комплекс тума пуçланă. Унти малтанхи ĕçсем пирки Н.Галкин корреспондент çырать. Комплексĕ хута кайнă-ха, хăй вăхăтĕнче унта выльăх самăртасси те ăнăçлă пулса пынă. Халĕ вара саланса пĕтнĕ, капмар витесенче çил шăхăрать.
Тĕрлĕ тематикăлла страницăсем йышлансах пыраççĕ. 1974 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче «Ялти массăллă спортшăн» çĕнĕ ярăм пичетленнĕ. «Акă, нумаях пулмасть иртнĕ республикăри спартакиадăра Комсомольскинчи вăтам шкул учителĕ Р.Тимергалеев 30 километра чупса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Урожай» спорт обществăн Центральнăй Советĕнче мала тухассишĕн ирттерекен пысăк ăмăртăва хутшăнма Валдай хулине тухса кайрĕ. Пирĕн янташ, Чăваш педагогика институчĕн студентки Тамара Краснова спорт мастерĕ юлашки çулсенче пысăк çитĕнÿсем тăвать. Кăçал вăл Атăл тăрăхĕнчи спартакиадăн чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ, халĕ Свердловск хулинче иртекен СССРти халăхсен III спартакиадин финалне хутшăнма тивĕç пулчĕ»,— тенĕ «Ăмăрту мĕн кăтартрĕ» статьяра. Вăл вăхăтри чаплă спортсменсемпе чăннипех те мухтанма пултаратпăр.
Çак çулах «Коммунист» страница та кун çути курнă. Унта камсем пирки сăмах пыни ятĕнченех курăнать.
Районта механизаторсен, ферма ĕçченĕсен слечĕсем те ирттернĕ. Унта пĕр-пĕрин опы-чĕпе паллашнă, малта пыракансене чысланă. Кун пирки «Октябрь ялавĕ» хаçат тĕплĕн çутатса тăнă.
1974 çулхи майăн 26-мĕшĕнче «Октябрь ялавĕ» хаçатăн кубокне волейболла выляса çĕнсе илмелли ăмăртусем ирттересси пирки пĕлтерет редакци.
Б.Г.Кокорев ертсе пынипе Комсомольски вăтам шкулĕнчи çамрăк йĕрлевçĕсен «Кăйкăр» клубĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки ертÿçĕ хаçатсерен статьясем пичетленĕ. Чăннипех те пысăк ĕç тунă вĕсем. Паллă ентешсене шыраса тупнă, çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе унти чыплă çынсемпе паллашнă.
Хаçатра Иван Кузьмин ĕçлеме пуçланă. «Кĕтне» страницăра Л.Пурлушкина (Тукай), А.Леонтьев (А.Тимĕрчкасси), Н.Шамбулин, Т.Васильева ячĕсем курăнаççĕ. А.Миллин «Эх, юрату, юрату» пысăк калав, И.Кузьмин «Çăлтăрсем мĕншĕн сÿнмеççĕ», В.Давыдов «Шур акăшсем вĕçсе иртеççĕ» повеçсем пичетленĕ. «Октябрь ялавĕ» 1976 çул пуçламăшĕнче 4800 экземпляра çитнĕ. Ку вăхăтра редакторта Г.А.Уткин ĕçлеме пуçланă.
1976 çулхи январь уйăхĕнчен çĕнĕ йышши паспорт илме тытăннă. Хаçат сотрудникĕсем çакăн çинчен статьясенче çутатсах тăнă.
«Искусствăна юратакансен клубĕ» страницăра районти культура пурнăçĕпе, унта тăрăшакан çынсен творчество ĕçĕсемпе паллаштарсах тăнă. «Хыпарсем — Событисем — Фактсем — Информацисем» страницăра районти ĕç-хĕле çутатакан кĕске заметкăсем пичетленнĕ.
Район аталансах пынă. Çакна хаçатри статьясем те çирĕплетеççĕ. Халăх пурнăçĕ лайăхланнине çак цифрăсем кăтартса параççĕ. 9-мĕш пилĕкçуллăхра 1660 телевизор, 291 мотоцикл, 1007 холодильник, кĕпе çумалли 2246 машина, 152 автомобиль сутнă иккен.
Хаçатра хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ авторсем çырнă, кĕвĕленĕ юрăсене те нотăсемпе, сăмахĕсемпе пичетленĕ. 1976 çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи номерте В.Давыдовпа Н.Ильин çырнă «Шурă сиренĕм» юрра вулакансем умне кăларнă.
Район выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе те, уй-хир культурисем туса илес енĕпе те республика ша-йĕнче лайăх ĕçлесе пынă. «Пысăк çитĕнÿ ячĕпе» тенĕ Ю.Скворцов 1976 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче тухнă хаçатри статьяна. Унта сăмах «Красный Октябрь» колхоза КПСС Центральнăй Комитечĕн «Тăххăрмĕш пилĕкçуллăхра хастар ĕçленĕшĕн» знакĕпе, КПСС Центральнăй Комитечĕн, СССР Министрсен Совечĕн, ВЦСПСăн тата ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕпе наградăлани çинчен пырать. Пысăк парнесене тивĕçнĕ колхозсем, предприятисем, çынсем пирки кашни номертех пĕлтерсе тăнă. Çакă ĕçлекенсене, паллах, хавхалантарнах ĕнтĕ.
«Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ» страницăра кĕнекесемпе, вĕсен тусĕсемпе, авторсемпе паллаштарса тăнă.
Хаçатпа çыхăну тытас текенсем валли «Ялкорсен заочнăй шкулĕ» рубрикăпа статьясем çапăнсах тăнă. Унта жанрсем çинчен, вĕсене мĕнле çырмалли пирки ăнлантарса панă. «Ферма — ударлă ĕç фрончĕ» страницăра выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, вĕсен кăтартăвĕсем, малашлăх çинчен çырса тăнă.
Редакцире çĕнĕ сотрудниксем ĕçлеме пуçланă. В.Чубаев, З.Соловьева, И.Кузьмин çырнă статьясем, тĕрленчĕксем пичетленеççĕ. Вĕсем тăтăшах колхозсене тата ытти ĕç участокĕсене çитеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"