15 сентября 2010 г.
Патшалăх тата общество граждансен тĕп прависемпе ирĕклĕхне пурнăçланине сăнасах тăрать. Çакна РФ Конституцийĕн 2 тата 18 статйисенче палăртнă. Паянхи кăткăс пурнăçра çынсене юридици пулăшăвĕ парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. РФ Конституцийĕ квалификациллĕ юридици пулăшăвне илме май тăвассине гарантилет.
Халĕ Чăваш Енте пурăнакансем РФ Президенчĕн обществăлла Приемнăйĕнче юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Вăл Шупашкар хулинчи Ленинград урамĕнче, 36-мĕш çуртра вырнаçнă. Тунтикунтан эрнекунччен ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Телефакс: 8(8352)62-22-33. Ун пек приемнăйсем Оренбург, Пенза облаçĕсенче, Мордва республикинче тата пирĕн патра çеç ĕçлеççĕ-ха. Пурте вĕсем пĕрлехи телекоммуникаци системипе çыхăннă. Çакă та граждансен ыйтăвĕсене хăвăртрах пăхса тухма май парать.
«Раççей Федерацийĕнчи ачасен прависене гарантилесси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн йывăр лару-тăрăва лекнисен прависене хÿтĕлет, квалификациллĕ пулăшу парать.
ЧР Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикинчи халăха социаллă пулăшу парасси çинчен» постановленийĕнче йывăрлăха лекнĕ граждансене, патшалăх социаллă пулăшăвĕн учрежденийĕсенче пурăнакан ватăсемпе инвалидсене юридици пулăшăвĕ парасси çинчен каланă. Çавăн пек тăлăх е ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене усрава илнĕ, ĕçе вырнаçма, паспорт илме тата ытти тĕллевпе документсем хатĕрленĕ чухне те чăрмавсăрах юридици пулăшăвĕ илме май пур. Тепĕр чухне тÿлевсĕр те пулăшу параççĕ.
«РФ адвокатура тата адвокат ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» Федераллă саккунăн 31-мĕш статйи çак категориллĕ граждансене тÿлевсĕр пулăшу парасси çинчен калать:
а) алимент шыраса илес, çемьене тăрантаракан вилнине пула сиене саплаштарас енĕпе шыраса илекен;
ă) Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ветеранĕсене (предпринимательствăпа çыхăнман пулсан);
б) РФ гражданĕсене пенсипе пособи ыйтăвĕсене татса панă чухне;
в) РФ гражданĕсене (политика репрессийĕнче шар курнисене) реабилитаци ыйтăвĕпе çыхăннă пулсан.
Право йĕркине пăсса е çапкаланса çÿресе ятарлă профилактика учрежденийĕсене лекнĕ çул çитмен ачасене пур чухне те тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ.
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илес тесен граждансен çак документсене хатĕрлемелле:
— тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пама ыйтса çырнă заявлени;
— çын кам пулнине палăртакан документ копийĕ;
— çемьене регистраци тунин справки. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата ветеран удостоверенийĕ кирлĕ.
Чăваш Республикинчи Адвокатсен палати çумĕнче «Правовая семья» обществăлла приемнăй ĕçлет. Опытлă адвокатсем унта сире тÿлевсĕр консультацисем парĕç. Вăл Шупашкар хулинче, Николаев урамĕнче, 19-мĕш çуртра вырнаçнă. Кашни эрнекун 16—18 сехетчен ĕçлет. 8(8352) 57-13-22 телефонпа шăнкăравласа малтанах çырăнма пулать. Шупашкар хулинчи Гагарин урамĕнчи 3-мĕш çуртри ЧР нотариаллă палатин обществăлла приемнăйĕнче те ăста нотариуссем граждансене йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех 8(8352) 62-15-66 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.
Çавăн пекех территорири ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсем, ЧР прокуратури, Суд приставĕсен федераллă служби те тÿлевсĕр консультацисем пама пултараççĕ.
Ял çыннисен пĕрлехи информаци кунĕнче те представительсене хăйсене интереслентерекен ыйтусем пама май пур. Политика партийĕсен те регионти обществăлла приемнăйсем ĕçлеççĕ. Тĕплĕнрех Раççей Юстици министерствин республикăри управленийĕн сайтĕнче www.minjust 21.ru пĕлме пулать. Обществăлла организацисенчен Пĕтĕм Раççейри «Ассоциация юристов России» обществăлла организацин Чăваш Ен уйрăмĕн социаллă право пулăшăвĕн центрĕн консультаци пункчĕсем пысăк ĕç тунине палăртмалла.
Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе республикăри аслă вĕрентÿ шкулĕсем çумĕнчи «юридици клиникисем» тата центрĕсем те тăрăшаççĕ.
Юридици енĕпе ыйтусем сиксе тухрĕç пулсан çÿлерех асăннă обществăлла приемнăйсемпе çыхăнма пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"