15 сентября 2010 г.
Медицинăри чи паллă меслетсенчен пĕри вăл — донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Тĕпчевçĕсем çакна палăртаççĕ: çирĕп çынран кăшт (250—450 мл) юн илни организма çĕнелме, юн ытларах пулма пулăшать. Донорсем калама çук ырă ĕç тăваççĕ, сахал мар çын пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Акă сентябрĕн 9-мĕшĕнче Комсомольскинчи тĕп библиотекăра районти тĕп больница ĕçченĕсем Донор кунне ирттерчĕç. Ăна йĕркелекенĕсем — Н.М.Алякина врач терапевт, А.В.Демина аслă медсестра, Н.Е.Краснова, В.Г.Зарипова, Г.М.Азизова медсестрасем.
18 çултан иртнĕ çирĕп сывлăхлă кашни çын донор пулса юн параять. «Юн парас умĕн кашни çыннăн сывлăхне тĕрĕслетпĕр. Çапла туни пулăшу илекен çынна юнпа пĕрле пĕр-пĕр сикекен чир-чĕр микробĕсем лекесрен сыхланма май парать, юн паракан сывлăхне те упрама пулăшать. Донорăн хăйне йĕркеллĕ тытмалла, тирпейлĕ пулмалла, гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмалла»,— пĕлтерчĕ Надежда Михайловна.
Районта донорсен шучĕ ÿссе пырать.Тĕслĕхрен, Элеонора Быковăпа Тансылу Гельметдинова çак пархатарлă та кирлĕ мероприятие пĕрремĕш хут хутшăнчĕç.
Анна Козлова, Галина Шуряшкина, Ирина Батманова медицина ĕçченĕсем тăтăшах юн параççĕ.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Донор кунне 72 çын хутшăнчĕ.
Источник: "Каçал Ен"