15 сентября 2010 г.
Вырăнти самоуправлени органĕсен сайчĕсем хыпарсемпе пуян пулмалла. Унта ку яхăнта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен çырмалла, ялсен, çынсен пурнăçне сăнламалла. Август уйăхĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен сайчĕсенче 268 çĕнĕ хыпар пулнă. Ку енĕпе Хырхĕрри (44 çĕнĕ хыпар), Элпуç (30), Чĕчкен (28) ял поселенийĕсен сайчĕсем малта пыраççĕ. Аслă Çĕрпÿел, Шурут ял поселенийĕсенче ĕç-пуç япăхрах пырать.
Август уйăхĕнче Элпуç, Хирти Сĕнтĕр, Чĕчкен ял поселенийĕсен сайчĕсенчи хыпарсене пĕлес текенсем йышлăрах пулнă.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ялсенче кулленех мĕнле те пулин лайăх ĕç пулатех. Вĕсене сайт çине лартса хыпарлăр.
Источник: "Каçал Ен"