15 сентября 2010 г.
Çĕр-шыв, республика шайĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсем йĕри-тавра нумай калаçаççĕ. Çак ыйту пирĕн район çыннисене те хумхантарать. Пĕр магазинта çăкăра е сĕте пĕр тĕрлĕ хакпа, тепĕр çĕрте унран йÿнĕрех е хаклăрах сутни килĕшÿллех мар ĕнтĕ. Çавна пулах муниципаллă нушасем валли — больницăсенче чирлисене, шкулсенче ачасене тăрантарма — апат-çимĕç туяннă чухне ăнланман самантсем сиксе тухнă. Çаксем пирки район пуçлăхĕпе Геннадий Волковпа калаçрăм.
— Геннадий Федорович, Михаил Игнатьев Президент района килсен палăртнă кăлтăксене пĕтерес тесе мĕнле утăмсем туни пирки каласа парсамăрччĕ.
— Асăннă канашлу хыççăн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен, вĕрентÿ пайĕсен яваплă специалисчĕсемпе пуçтарăнса пĕтĕм цифрăна тĕплĕн тишкертĕмĕр. Шкулсемпе ача сачĕсенче, тĕп больницăра пĕрремĕш çур çулта туяннă апат-çимĕçĕн вăтам хакĕсене кăлартăмăр. Вĕсене Чăваш Республикин Экономика министерстви панă хаксемпе танлаштартăмăр. Хăш-пĕр продукт хаклăрах, теприсем йÿнĕрех ларни те пур. Çакнашкал лару-тăру текех ан пултăр тесе муниципаллă нушасем валли апат-çимĕç туяннă чухне 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен электронлă суту-илÿ мелĕпе çеç усă курма пуçлăпăр. Конкурса хутшăнакансем заказчик палăртнă чи пĕчĕк хакпа сутма килĕшмесен вĕсене тепре пăхса тухма тивет. Экономика пайĕн ĕçченĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене йĕрлесех тăраççĕ, эрнере пĕр хутчен мониторинг тăваççĕ.
Вĕрентÿ тата сывлăха сыхлакан учрежденисенче апат-çимĕç туянассипе çыхăннă специалист-сене ĕçри çитменлĕхсемшĕн асăрхаттарнă. Çак кунсенче вĕрентÿ пайĕн бухгалтерине салатса ярса юридици сăпачĕллĕ организаци туса хурасси çинчен йышăну кăлартăм. Ун чухне бухгалтерсемпе экономистсем пĕтĕм яваплăха туйса ĕçлеме пуçлĕç.
— Апат-çимĕç рынокĕнчи хутшăнусене йĕркелесси, паллах, кăткăс ĕç. Районти суту-илÿ точкисенче хаксен мониторингĕпе паллашрăм та тĕлĕнтĕм: услам çăва пĕр магазинта 265 тенкĕпе, тепринче 130-пах сутаççĕ. Аш-какай тесе выльăх ăш-чиккинчен е тирĕнчен тунисене сутакан та пур. Çак япалана мĕнле хаклама пултаратăр Эсир;
— Йÿнĕлĕх хыççăн хăвалани таварсен пахалăхне чакармаллине пĕлтермест. 130 тенкĕпе чăн-чăн услам çу туянтăм тесе савăнмалли çукрах, çак хакпа е спред, е маргарин çеç тыттарса яма пултараççĕ. Кашни апат-çимĕç таварĕн тивĕçтерÿ сертификачĕ пулмалла. Унсăрăн эпир суту-илÿ сферинче нихăçан та йĕрке тăваймастпăр.
Районти тĕп больница валли яланах ĕне ашĕ туяннă. Малашне унта валли шăмминчен уйăрнă, пахалăхлă какай çеç туянма палăртрăмăр. Çак условисене ти-вĕçтерекен производительсем хамăр районтах пур. Пĕчĕк предпринимателлĕх те аякра юлмасть пуль тетĕп. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен йĕрке тăватпăрах.
— Тавтапуç калаçушăн.
Источник: "Каçал Ен"