11 сентября 2010 г.
Н.И.Смирнова Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр 1979 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Çак аслă вĕренÿ заведенине ăнăçлă пĕтерсе аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне алла илет. Çамрăк учитель Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче пĕр çулталăк ĕçлет, пуçламăш классенче вĕренекенсене пĕлÿ тĕнчине сукмак хывма вĕрентет.
Ун хыççăн вара Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче тăрăшать. «Ачана вĕрентсе çутта кăларасси пĕрре те ансат мар. Паянхи кун 2—4-мĕш классем пĕрлех вĕренеççĕ. Ытла та ытарма çук-çке вĕсене. Çирĕм мăшăр куç ман çине шăтарса кăларасла тинкерет. Уроксенче те шăна вĕçни кăна илтĕнет»,— пĕлтерчĕ Надежда Ильинична.
Н.Смирнова ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕнчен ĕçтешĕсем тĕлĕнме те пăрахнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ял-йышра, кÿршĕ-аршăра пысăк хисепре.
Килĕнче те тирпейлĕ унăн. Хăтлă та таса пÿлĕмсенче илемлĕ чечексем ÿстерет Надежда Смирнова. Хуçалăхри хитре чечексене курсан хăш вăхăтра ĕлкĕрет-ши çак маттур та вашават хĕрарăм тесе тĕлĕнетĕн.
Смирновсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсене пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Источник: "Каçал Ен"