АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестицисем вăхăтлă пулччăр

11 сентября 2010 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн тата РФ Президенчĕ çу-мĕнчи Çĕр-шыв экономикине çĕнетес тата технологи тĕлĕшпе аталантарас енĕпе ĕçлекен комиссин çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăнни çинчен каласа панă. Çав канашлура Раççейри професси вĕрентĕвне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнăччĕ.

«Çĕр-шыв Президенчĕ тĕллев палăртнă: Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче ĕç паракансен пĕрлĕхĕсене хутшăнтарса регионăн хăйĕн е темиçе регионăн професси вĕрентĕвне аталантармалли программисем пулмалла. Çав программăсен тĕллевĕ — стратеги шайĕнчи ĕçсене пурнăçласси, инноваци аталанăвĕ, наука, аслă, вăтам тата пуçламăш професси вĕрентĕвĕн организацийĕсем, Раççейри тата чикĕ леш енчи компанисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине хавхалантарасси»,— тенĕ М.Игнатьев.

Республика пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр-шыв Президенчĕ маларах ирттернĕ тĕл пулусене тĕпе хурса Чăваш Енри вăрмансенчи пушарсем кÿнĕ сиене пĕтерме — 344,7 млн, çуллахи типĕ çанталăка пула тыр-пулăн пысăк пайĕ пĕтнĕ май ял хуçалăхне пулăшма укçа уйăрмашкăн республика бюджечĕн шайлашăвне тивĕçтерме 948,2 млн тенкĕ пама йышăннă. Дмитрий Медведев тивĕçлĕ министрсене çак ыйтусене тĕплĕн тишкерме, сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă.

М.Игнатьев çавăн пекех Чăваш Енре федерацин пайăр инвестици программисене пурнăçлассипе çыхăннă темăна хускатнă. «Инвестицисене çине тăрса тата вăхăтра илсе килмелле, çак ĕçпе çыхăннă «чĕре таппине» сăнасах тăмалла, федераци политикинчи мĕн пур улшăнăва хăвăрт шута илмелле. Çакă лайăхрах кăтартусем тума, Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне çĕклеме кирлĕ»,— тенĕ Президент.

Канашлура çавăн пекех çулсене юсама укçа уйăрассипе, пуçламăш классенчи вĕрентекенсен ĕç укçипе, республикăри суту-илÿ вырăнĕсенче потребительсен прависене хÿтĕлекен саккунсене пурнăçлассипе, «Чăвашавтотранс» РПУП тата уйрăм предпринимательсем пассажирсене илсе çÿрессине йĕркеленĕ чух усă курмалли çăмăллăхсен альтернативлă механизмĕсене хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене, ытти темăна тишкернĕ.

Юлашкинчен республика пуçлăхĕ хăйĕн йышăнăвне пĕлтернĕ: унпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă Владимир Тимофеева республика аталанăвĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тунă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика