АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç-хĕле, ÿсĕмсене сăнлать, маттуррисене ырлать

11 сентября 2010 г.

 

Редакцире ĕçлекенсем çĕнĕрен çĕнĕ рубрикăсем уçсах пынă. «Çыру хыççăн командировкăна», «Районти кулленхи пурнăç», «Манмастпăр нихăçан» ятпа чылай заметкăпа статья пичетленĕ.

Çав çулсенче комсомолла туйсем ирттересси йăлана кĕнĕ. «Октябрь ялавĕ» хаçат вĕсем пирки хыпарласах тăрать.

Лотерея билечĕсемпе те чылай выляв ирттерни çинчен тăтăшах çырать хаçат. «Çапла вара ДОСААФ 6-мĕш лотерейин билечĕсем пирĕн районшăн ăнăçлă пулчĕç. Пĕтĕмпе 3 мотоцикл, пĕр çăмăл машина выляса илнĕ»,— кĕскен пĕлтерет С.Федоров.

Асанкассинче халĕ Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Чернов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республика шайĕнчи чемпионат ирттереççĕ. 1972 çулта вара унăн призĕшĕн йĕлтĕрçĕсем те ăмăртнă иккен (1972 çулхи февралĕн 19-мĕшĕ).

Бокс спорчĕ пирĕн районта аталанса пыни пирки маларах çырнăччĕ-ха. Вулакансем 1972 çулта Комсомольскинчи Вадим Чернов çак енĕпе республика чемпионĕн ятне çĕнсе илни çинчен пĕлмеççĕ те пулĕ. 10-мĕш класс ачи тытăçусене çĕнтерÿпе вĕçленĕ, Калуга хулинчи РСФСР Центральнăй Совечĕн «Урожай» спорт обществин кĕрешĕвне хутшăннă.

Паянхи кун çамрăксем телевизор кураççĕ, компьютер умĕнче лараççĕ, кĕсье телефонĕсемпе усă кураççĕ. Халĕ ачасем радиоприемник пуçтарас енĕпе аппаланаççĕ-ши; Иккĕленÿллĕ. 1972 çулта Анат Тимĕрчкасси 8 çул вĕренмелли шкулта «Çамрăк техник» кружока çÿрекенсем радиоприемник пуçтарни çинчен çырать хаçат.

«Районти промышленность предприятийĕсем хушшинче мала тухнăшăн паракан КПСС райкомĕпе ĕççыннисен депутачĕсен район Совечĕн ĕçтăвкомĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавне районти типографи коллективĕнчех хăварнă. Коллектив кăçалхи (1972 çул, авт.) июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне продукци реализацилемелли плана 109 процент тултарнă, е иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 6 процент ытларах реализациленĕ». Вăл вăхăтра хаçат редакцийĕпе типографи пĕр организаци пулнă. Пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе ĕçленипе çавăн пек çитĕнÿ тунă та ĕнтĕ.

Районта çеç мар, республика, Раççей шайĕнче палăрнă Тукай ялĕнче пурăнакан Роман Афанасьев механизатор пирки çырнă йĕркесене палăртмасăр хăварас килмест. «Заря» колхозран килнĕ Р.Афанасьев кăçал та сухаçăсен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ»,— пĕлтерет хаçат. 1962 çултах хаçат халăха гражданла оборона пĕлĕвĕсем пама пуçланă. «Çакна кашни çыннăнах пĕлмелле» рубрикăпа статьясем пичетленĕ. Чăннипех те вăл вăхăтра хăрушлăх пысăк пулнă-ши.

Эпĕ «Этем тата закон» кăларăма вулатăп (1972 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕ). Хăш-пĕр номерсем пулманнипе вăл пуçласа тухнă тесе ĕнентерейместĕп. Анчах та унти статьясем тарăн шухăшлă пулнине палăртасах килет.

Районта саккунлăх мĕнле пулса пыни пирки тĕплĕн çырса панă.

1972 çулта район хаçачĕн редакцийĕнче Г.Пыркин, В.Давыдов, Р.Яковлев, В.Чернов корреспондентсем ĕçлеме пуçланă. Н.Скворцов сăн ÿкерчĕкĕсем курăнаççĕ. Нумай çул хаçатра вăй хунă фотокорреспондент çак çулсенче ĕçлеме пуçланă иккен. Хаçат страницисенче çĕнĕ ятсене асăрхарăм: А.Сумзин, В.Казаков, Н.Галкин, Л.Козин, В.Егорова, Çĕвĕçтук Çипирутăнĕ.

Хаçат тиражĕ 4500 экземпляра çитнĕ. Çакă район çыннисем ăна хапăлланине палăртать.

Паян районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен хăш-пĕринче çеç сурăх пур. 1973 çулхи номерте «Красный Октябрь» колхозри сурăх фермин заведующийĕ В.Акчурин «Сурăх ĕрчетесси тупăшлă» статья пичетленĕ. Унти пĕр-ик йĕркине çеç илсе кăтартас килет. «100 сурăхран — 130 путек, кашни сурăхран — 6,1 килограмм çăм, сурăх пăхакана — ВДНХан ылтăн медалĕ»,— тесе çырнă унта. Хăй вăхăтĕнче вĕсем тупăшлă пулнах çав.

«Хырай Ĕнелĕнчи шкул ачисем Тутар Чутейри тантăшĕсемпе пĕрле çĕр-шыва 30 тонна тимĕр-тăмăр пухса панă. Шăпах çав ĕçе пула Иван Смирнов ячĕпе автобус çÿреме пуçларĕ» (1973 çулхи мартăн 13-мĕшĕ). Ачасен пуçарулăхĕ пулнă çав, тăрăшнă.

1973 çулсенче халăх пуçтарнă укçи-тенкине Перекет кассисенче упранă. «Иртнĕ çул пирĕн районти ĕççыннисем хăйсем перекетленĕ укçа-тенкĕпе 11 çăмăл автомашина, 50 мотоцикл, 252 телевизор, 235 холодильник тата ытти хаклă япаласем нумай туяннă. 331 хуçалăх çĕнĕ çуртсем туса лартнă»,— пĕлтерет Комсомольскинчи перекет кассин заведующийĕ Н.Матросов «Обществăлла смотр пырать» статьяра.

Вулакансем хамăр ентешĕмĕрĕн, Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ, чăваш телевиденийĕпе радиовещани комитечĕн литературăпа искусство редакцийĕн аслă редакторĕн Хветĕр Агиверĕн (Ф.Г.Коновалов) «Çуллен çеçке çурать....» повеçĕпе те хапăлласа паллашнах ĕнтĕ. Халиччен хаçатра ун пысăкăш произведенисене пичетленине асăрхаманччĕ-ха.

1974 çул пуçламăшĕнче тираж татах та ÿснĕ. Хаçат 4537 экземплярпа тухса тăнă.

«Патриот» страницăра çар ĕçĕнче палăрнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăр çапăçнă çынсем пирки çырса кăтартнă. Шкул ачисене патриотизм туйăмне ÿстерес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсемпе те паллаштарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика