11 сентября 2010 г.
Пирĕн районта август уйăхĕнче канашлу ирттернĕ чухне Михаил Игнатьев муниципаллă нушасем валли апат-çимĕç туяннă чухне хаксене ÿстерни пирки калаçу пулнăччĕ. Республика пуçлăхĕ çак ыйтăва самантлăха та куçран вĕçертмест. Районсемпе хуласен ертÿçисене вырăнсенче кирлĕ мерăсем йышăнма, социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакне суту-илÿ предприятийĕсенче епле йĕркеленине тĕрĕслесех тăма хушать.
Правительствон агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн протоколне пурнăçлассипе пирĕн районта та ĕçлеççĕ. Ятарлă ĕç комиссийĕ туса хунă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ĕçченĕсем йĕрлесех тăраççĕ, эрнере пĕр хутчен мониторинг тăваççĕ, тишкереççĕ. Муниципаллă заказчиксене апат-çимĕçе мĕнле хаксемпе туянма юранине сĕнеççĕ. Вĕрентÿ тата сывлăха сыхлакан учрежденисен ертÿçисене апат-çимĕçе конкурс ирттерсе çеç туянмалли çинчен асăрхаттарнă.
Ваккăн суту-илÿ тăвакан предприятисен руководителĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерсе ямалла марри пирки калаçу пынă.
Источник: "Каçал Ен"