11 сентября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев Н.В.Суслонова кандидатурине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне тăратма йышăннине республика парламенчĕн 31-мĕш сессийĕнче пăхса тухнă. 37 депутат йышăнупа килĕшнĕ, 5-шĕ хирĕç пулнă, 2 депутат тытăнса тăнă. Çапла вара Нина Владимировна Суслонова ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.
Çавăн пекех ку сессире депутатсем ЧР Президенчĕ пулнă Н.В.Федорова республикăн ĕç тăвакан влаç органĕнчен РФ Федераци Канашĕн членĕ пулма суйлассин ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăнă. Н.Федоров сенатор пулассипе 38 депутат килĕшнĕ. Парламент ăна Федераци Канашĕнче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлеме мандат панă.