08 сентября 2010 г.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси алăк урати урлă каçасси мар. Çын тени хăй пурнăçĕнче темĕн те курать, чăтса ирттерет. Эпир хастар та пултаруллă çын пирки вулакансене каласа парасшăн.
Ку хĕрарăм нумаях пулмасть 70 çул тултарчĕ. Апла пулин те ăна çакăн чухлĕ никам та памасть. Лара-тăма пĕлмест, пур çĕре те ĕлкĕрет. Кирлĕ пулсан пулăшу пама та ÿркенсе тăмасть.
Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Клавдия Алексеевна Капитонован ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Çемьере 9 ача, Клавди — чи кĕçĕнни. Выçлăха тата йывăр чире пула 15 тата 14 çулхи ачасем пурнăçран уйрăлнă. Амăшĕ, Наçтук аппа, пĕчченех 6 ачана ура çине тăратать. Иккĕшне аслă пĕлÿ илме май панă. Вĕсем халĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Клавдия Алексеевна ветеринар профессине суйласа илнĕ. Пĕр тăвансем тĕл пулсан калаçса пĕтереймеççĕ, ачалăхне, яшлăхне аса илеççĕ. Çара уран çÿрени, çĕр улми хырса çăкăр пĕçерни, çуркунне хирте шăннă çĕр улми пуçтарни... Клавди хĕр шутне кĕрсен Мускав облаçне ĕçлеме каять, чукун çул çинче вăй хурать. Торф кăларнă çĕрте те пулать вăл. Кайран Патăрьелĕнче вĕренсе ветеринар профессине алла илсе тăван яла таврăнать. Часах вĕсем Тури Тимĕрчкасси каччипе çемье çавăраççĕ. Петр Ильичпа 4 ача çуратса малашлăх çинчен ĕмĕтленеççĕ. Анчах та Клавдия Алексеевнăн мăшăрне ачисенчен телей курма пÿрмен. Вăл çемье çавăрнă хыççăн шăп 11 çултан сарăмсăр вилет. Тăватă ачапа тăлăха тăрса юлать Клавди. Асли — 8-та, кĕçĕнни — çулталăкра. Вĕсене пăхмалла, çав вăхăтрах ĕçе те ĕлкĕрмелле. Ветеринар ĕçĕ медработниксенни евĕрлех. Ирĕн-каçăн пĕр канăç та çук. Сĕм çĕрле те çынсен чĕнĕвĕпе çула тухни пулнă. Çанталăка пăхмасăр выльăхсене пулăшма васканă. Çапла 31 çул.
Ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ Клавдия Алексеевна, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли — Александр Петрович — республикăра çеç мар, çĕр-шывĕпех паллă çын. «Тав» компанине пуçласа яракансенчен пĕри, «Çĕр улмие мухтав» агрофирма президенчĕ, Чăваш наци конгресĕн членĕ, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ. Амăшĕ пекех, ырă кăмăллă çын вăл. Спорт ăмăртăвĕсем, культура мероприятийĕсем ирттерме спонсорла пулăшу парать. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче вĕренекенсем валли стипендисем çирĕплетнĕ. Ял çынни кашни çулах уява пуçтарăнать. Кунта та унăн тÿпи пысăк. Хастарскер пур çĕре те çитме, çĕннине пĕлме ăнтăлать.
Ытти ачисем те хăйсен вырăнне тупнă.
Клавдия Алексеевнан аллисем ылтăн. Мĕнле кăна тĕрĕ çук-ши унăн. Чĕнтĕр, тутăр çыхать.
Тивĕçлĕ канура пулсан та, К.Капитонова кÿршисен выльăх-чĕрлĕхĕсем чирлесен унта пулăшма çитет. Харсăр хĕрарăм капмар çуртра пурăнать, садра тем тĕрлĕ улма-çырла та пур, пахча çимĕç те çитĕнтерет. Ачисемпе чунтан савăнать вăл. Çакă мар-и телей тени.
Источник: "Каçал Ен"