08 сентября 2010 г.
1970 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче хаçатра «Ĕçри хастарлăхшăн В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртса» юбилей медальне тивĕçнĕ пирĕн районти ĕçченсен списокне пичетленĕ. Ятарласа шутларăм — 1170 çын ытла. Пур предприяти, организаци, учреждени, колхозсен членĕсем те пур. Чи нумаййи — «Россия» колхозăн (126 çын). «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнчи 2 ĕçчен те çак наградăна тивĕçнĕ. Редакци кашни номертех медале тивĕçнĕ çынсемпе паллаштаракан статьясем, тĕрленчĕксем, очерксем пичетлесе пынă.
Садсем çине ку вăхăтра чăннипех те пысăк тимлĕх уйăрнă иккен. Эпир, хальхи ăрури çамрăксем, çакна пĕлместпĕр те. «Улма-çырла йывăççисен перепиçĕ» статьяра çапла каланă: Чăваш АССР Министрсен Совечĕ йышăннă тăрăх, кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен колхозсенче, сов-хозсенче, государство, кооператив предприятийĕсемпе организацийĕсенче, çавăн пекех колхозниксен, рабочисемпе служащисен пахчисенчи улма-çырла йывăççисен перепиçне йĕркелеççĕ. «Пĕрремĕшĕ 1952 çултах пулнă иккен» (1970 çулхи июнĕн 18-мĕшĕ). Паян вара пирĕнрен аслăраххисем ĕрчетсе хăварнă садсене те кирлĕ шайра тытаймастпăр.
Июнĕн 24-мĕшĕнчи хаçат номерне Чăваш АССРне туса хунăранпа 50 çул çитнине халалланă. Республика çитĕнĕвĕсем, район аталанăвĕ çинчен çырса кăтартнă. Çакна çирĕплетекен цифрăсемпе фактсем илсе кăтартнă.
Çамрăк армеецсен «Зарница-4» республикăри ăмăртăвĕнче Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕн команди 1-мĕш вырăн йышăнни пирки хăпартланса çырать хаçат. (1970 çулхи июлĕн 25-мĕшĕ). Ку шкулти вĕренекенсен çав шайри пĕрремĕш çитĕнĕвĕ çеç пулнă-ха. Кайран татах та палăрса тăнă.
Хаçат страницисене сиркелетĕп те яланах «Красный Октябрь», «Гигант» «Знамя» колхозсен специалисчĕсемпе ертÿçисен сăмахĕсем, унти механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен сăн ÿкерчĕкĕсене куратăп. Халĕ сахал-ши пултаруллă çамрăксем; Районта çеç мар, республикăра та кĕрлесе тăнă хуçалăхсен ячĕ-шывĕ те юлман.
Редакци тĕрлĕ организацисемпе пĕрле викторинăсем те ирттернĕ. «Пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркене пĕлетĕр-и» ятпа 1—8-мĕш классене унта хутшăнма йыхравлать. (1970 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕ).
Г.Уткин çырнă «Хурçăран та çирĕпрех» статьяна вуланă хыççăн шухăша кайрăм. Тăманлă Выçлире пурăнакан Н.В.Самаркин калавсем, юмахсем, статьясем çырать иккен. Суккăрскер Бройль системипе хайлать. Ку çеç те мар. «Çаксене куç курман çын тунине ниепле те ĕненессĕм çук»,— тĕлĕнет автор. Сăмах йĕри-тавра ларакан сĕтел-пукан пирки пырать. Суккăр пулсан та алă усса ларман-çке вăл (1970 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕ).
«Район хаçачĕ — килес çулта» ятпа пысăк статья çапса кăларнă. Ăна «Октябрь ялавĕ» 40 çул тултарнине халалланă. «Район пурнăçĕ нумай енлĕ. Ăна тĕплĕн çутатса кăтартас тесен, пурнăçа пĕлни, унпа пĕр тан утни те кирлĕ. Çавăнпа та хаçат сотрудникĕсем активлă ĕç ялкорĕсем çине таянса ĕçлеме планлаççĕ»,— тет вăл. Ку вара малашнехи çулсенче пурнăçланса пыни тÿрремĕнех палăрать. «Коммунистпа юнашар», «Эсĕ коммунист пулсан», «Парти организацийĕсенче», «Яту санăн — комсомолец», «Депутат тата суйлавçă», «Çын учрежденине пычĕ» рубрикăсемпе интереслĕ материалсем хатĕрлесе пынă. «Халăх контролĕн сасси», «Атеист кĕтесĕ» страницăсене те вулакансем хапăлласа йышăннă. Б.Кокорев, А.Артюшкин, Е.Иванов, А.Шатилов, А.Тихонова, Г.Павлов ялкорсен ячĕсене ырăпа асăнать (1970 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕ).
Малтан асăрхаманччĕ, 1970 çулта «Сывлăх страници» тухма пуçланă. Унта хисепе тивĕçлĕ тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсем пирки çырнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисем манăçман çав. Акă Элпуç ялĕнче обелиск хăпартни пирки хыпарлать хаçат. «Икĕ метр ытла тăпра купаланă çÿллĕ вырăнтан тăватă кĕтеслĕ юпа кармашать. Унăн хăйĕн çÿллĕшĕ çеç 7 метр ытларах»,— пĕлтерет корреспондент. Паян вара хăш-пĕр çĕрте йывăрлăхсемпе лартнă палăксене те юсамаççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ асатте-кукаçисене манниех пулмасть-ши çакă.
«Ĕç хĕрарăмĕ» страница пуçласа кун çути курнă. Ятĕнченех курăнать ĕнтĕ, пултаруллă хĕр арăмсем пирки çырнă статьясем пичетленнĕ.
«Ялти массăллă спортшăн» страница унта тăваттăмĕш страницăра вырнаçнă. Вăл вăхăтра ăмăртусем чылай иртнĕ те, мĕн çырмалли, каламалли пулнах. Районта çеç мар, республика шайĕнче палăракансем те пулнă. Катоксем, стадионсем хăйсем тĕллĕн тунă. Ун чухне телевизор нумаях пулманнипе çыхăннă-ши ку. Паянхи çамрăксем мĕнле те пулин вăйă вылянине курма та çук.
Хаçатра В.Давыдов, Р.Яковлев ĕçлеме пуçланă. Владимир Васильевичăн малтанхи статйисем тарăн шухăшлă, хăйне евĕрлĕ, сăвăсем те çырнă вăл. Страницăсене уçкаланă май çĕнĕ ялкорсен хушамачĕсене те куратăп.
1972 çулта «Октябрь ялавĕ» хаçат 4394 экземплярпа тухма пуçланă. Апла пулсан район çыннисем ăна юратса вуланă.
Источник: "Каçал Ен"