08 сентября 2010 г.
тет Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕрентекен Е.Е.Ульдина. Эпĕ унпа кăçал районти учительсен августри конференцийĕнче курса калаçрăм. Иртнĕ кунсенче кăна чаплă юбилей паллă тунă Елена Елизаровнăн куçĕсем çамрăк чухнехи пекех йăлкăшаççĕ.
Елена Елизаровна Ульдина (хĕр чухнехи хушамачĕ Шмелева) Йÿç Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ÿссе çитсен кам пуласси пирки пĕрре те пăшăрханман вăл: амăшĕ, Нина Фоминична, пекех педагог пулма шутланă. Тăван ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шурут вăтам шкулĕнче 9—10 классенче ăс пухать. «Чи юратнă предмет маншăн алгебра пулнă. Галина Васильевна Голубевăпа Мирон Антонович Ложков математиксен урокĕсем куç умĕнче. Ăнлантарни, кашни ачан кăмăлне тупма пĕлни, пирĕншĕн чунĕсене пама хатĕрри мана учитель профессине суйласа илме хистерĕ. Вĕсем формулăсемпе паллаштарса доска çине çырнине те ас тăватăп. Çак предмета юратма та вĕсемех вĕрент-рĕç»,— аса илет Е.Ульдина.
Хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртсе Елена 1977 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Алла аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илсен Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче ĕçлеме пикенет.
Каярахпа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ачасене математикăпа физика предмечĕсене вĕрентме пуçлать. Тăрăшуллă педагога вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ. «Математика — пĕтĕм наукăсен патши тесе ахальтен каламан. Çак предметпа лайăх вĕренсе пыракан ыттисемпе те аванах ĕлкĕрет»,— ăнлантарчĕ учитель.
Ачасем тарăн пĕлÿ илччĕр тесен вĕрентекенĕн тĕрлĕ мелпе усă курма тивет. Елена Елизаровнăн стандартлă мар уроксем ирттересси те йăлара.
1983 çулта Тукай каччипе, В.Н.Ульдинпа, çемье çавăраççĕ, çак ялта тĕпленеççĕ. Владимир Николаевич «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче водительте ĕçлет. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç ÿстереççĕ. Тукай ял тăрăхĕнче мăшăр ырă тĕслĕхре. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ Ульдинсем. Аслă хĕрĕ Наталья вĕсемпе пĕрле пурăнать. Алексей Шупашкарта, Николай Муркашра тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ.
«Учитель профессине суйласа илнишĕн пĕртте кулянмастăп. Эпĕ çак ĕçре киленĕç тупнă»,— ăшшăн пĕлтерчĕ 28 çул педагогика ĕçĕнче тăрăшакан вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"