АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Статистика аталанма пулăшать

08 сентября 2010 г.

 

Республикăра статистика службине йĕркелесси иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче пуçланнă. 1920 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕн Ревкомĕ статистика бюровĕ туса хума йышăннă. Организаци тытăмĕ пĕрлехи уйрăмран, халăх вĕрентĕвĕн, коммуналлă хуçалăх, демографи, экономика, çĕр ĕçĕн, промышленноç, ял хуçалăх секцийĕсенчен тăнă. Пĕтĕмпе 32 çын тăрăшнă. Статистиксем ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш çулах республикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва, çав вăхăтри экономикăн аталанăвне туллин кăтартакан материалсем пухма пултарнă.

Вăрçă çулĕсенче чăваш статистикĕсем пурлăх никĕсне, ĕç ресурсĕсене, çаршăн пĕл-терĕшлĕ предприятисемпе халăх хуçалăхĕн организацийĕсен ĕç-хĕлне шута илес, халăх йышне тата ушкăнне палăртас енĕпе тăрăшнă. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 142 çырав ирттернĕ. Нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ хыççăн статистика органĕсем рабочисемпе служащисене професси, ĕç укçи, миçе çултине палăртса арçынсене тата хĕрарăмсене уйрăммăн шута илнĕ. Выльăх-чĕрлĕх, нумай çул ÿсекен курăксен çыравне çĕнĕрен йĕркелеме тытăннă.

Патшалăх тытăмĕнче пулакан улшăнусем статистика органĕсене те çĕнĕлле ĕçлеме, аталанма, тĕпчевсене анлăлатма хистеççĕ. Акă 1995—2005 çулсенче статистиксем экономика реформи тапхăрĕнче республикăра пурăнакан халăхăн пурнăç шайне тÿрремĕнех пырса тивекен хуçалăх ыйтăвĕсене, финанс лару-тăрăвне, социаллă экономика аталанăвне тишкернĕ. Çак тĕллевпе вĕсен обществăри улшăнусене туллин кăтартакан ÿкерчĕк тума тивнĕ, информаци хатĕрлеме мал тухăçлă технологисемпе анлăн усă курнă. 2002 çулта — халăх, 2006 çулта ял хуçалăх çыравĕсене чăваш статисчĕсем ăнăçлă ирттернĕ.

Чăваш Республикин патшалăх статистика органĕсене йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ. Унăн паянхи сумлă сăн-сăпачĕ — çак тытăмра тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă вун-вун пултаруллă, ĕçчен ăрăвăн çимĕçĕ. Паллă пулăмпа статистика ĕç-хĕлне аталантарнă хисеплĕ ĕçченсене, çак тытăмра хальхи вăхăтра тăрăшакансене Чăваш Республикин Президенчĕ саламланă.

— Чăвашстат йĕркеленнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Вăл аталанса çирĕпленчĕ. Пирĕн статистиксен канăçсăр ĕçĕ тата пысăк ăсталăхĕ обществăри, экономикăри улшăнусене туллин кăтартать,— статистиксен ĕçне пысăк хак панă Михаил Васильевич.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика