08 сентября 2010 г.
Н.Р.Садыков — районта чи ăста водительсенчен пĕри. Вăл Чĕчкен ялĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялтах тĕпленнĕ. «Чылайăшĕ мĕн пĕчĕкрен шофер пулма ĕмĕтленет»,— сăмах пуçларĕ Наиль Равабилович. Пĕрремĕш хут руль умне 1974 çулта, автомашинăпа çÿреме ирĕк паракан удостоверени алла илсен, ларнă. 1976—1978 çулсенче Германи çĕрĕ çинче хĕсметре водитель пулнă. Çар чаçĕнчен тăван яла таврăнсан пĕр çулталăк «Сельхозтехникăра» ĕçленĕ.1979 çултан пуçласа паянхи кунччен Комсомольски райпо тытăмĕнче тăрăшать.
«Ĕç пирĕн — яваплă. Шартлама сивĕре те, çил-тăманра та, витререн тăкнă пек çумăр çусан та рейса тухмалла»,— калаçăва тăсрĕ малалла Наиль Равабилович. Вăл «ГАЗ-53» маркăллă автомобильпе çурт-йĕр тунă, юсанă çĕрте усă куракан материалсем турттарать. Техникăна яланах тирпейлĕ те юсавлă тытать.
Н.Садыков ĕçе чунтан парăнса ĕçленин кăтартăвĕ — вăл çул-йĕр çинче пĕр аварисĕр çÿрени. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2009 çулта Чăваш Республикинчи ГИБДД управленийĕн Хисеп грамотине парса чысланă. «Ĕçне кура — хисепĕ»,— теççĕ ваттисем. Тăрăшулăхшăн тата хастарлăхшăн Наиль Равабиловича «25 лет безупречной работы в потребительской кооперации» паллăпа та наградăланă.
Кÿршĕ-аршăра, ял-йышра Садыковсем яланах хисепре. Мăшăрĕпе, Гульфания Шарифзяновнăпа, хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ.
— Кашни ар çыннăн йывăç лартмалла, ача çуратса ÿстермелле, çурт та хăпартмалла — ăшшăн калаçрĕ Наиль Равабилович. — 1987 çулта çĕнĕ çурт туса унта пурăнма куçрăмăр. Аделя мăнукăмăр пÿртре хаваслă та уçă сассипе янăратса чупса çÿресен пушшех те кăмăл çĕкленет.
Источник: "Каçал Ен"