08 сентября 2010 г.
Районти экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ кашни эрнерех куллен кирлĕ таварсен суту-илÿ хакĕсен мониторингне ирттерет. Тĕпчевсем сентябрĕн 3-мĕшĕнче «Гастроном», «Магнит», «Казан», «Мир продуктов», «Рубин, «Мечта» магазинсенче иртнĕ. 19 апат-çимĕç хакĕсене тишкернĕ. Уйрăмах сар çу хакĕ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен пулнине палăртнă. Ăна «Гастроном» тата «Мир продуктов» магазинсенче килограмне 265 тенкĕпе сутаççĕ пулсан, «Казан» тата «Мечта» магазинсенче 130—120 тенкĕпе туянма май пулнă. Тăварăн пĕр пачки вăтамран 9—7,70 тенкĕ тăнă. Хура çăкăр буханкине 16—14 тенкĕпе, шурă çăкăра (батон) 14—12 тенкĕпе сĕннĕ. Çÿлерех асăннă суту-илÿ точкисенчен кишĕр тата çĕр улми пĕринче, купăста, сухан пиллĕкĕшĕнче сутлăхра пулнă.
Хаксем паян кунсерен улшăнаççĕ. Правительство вĕсене виçесĕр ÿстерсе ярасран тĕрĕслесех тăрать.
Источник: "Каçал Ен"