04 сентября 2010 г.
Пирĕн çĕр-шывра спорта юратакансем чылай. Çакна пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенчи çĕнтерÿсем те çирĕплетеççĕ. Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем те тăтăшах ирттереççĕ. 1995 çултанпа Раççейри спорта юратакансем «Всемирный бег Гармонии» марафона хутшăнаççĕ. Вăл Чăваш Республикинче кăçал 10-мĕш хут иртет. Каласа хăвармалла, унта тĕнчери 100 ытла çĕр-шыври спортсменсем хутшăнаççĕ. Ку ăмăртăва кам мала тухас пирки ирттермеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — халăхсене сывă пурнăç йĕрки тытса пыма хавхалантарасси, тĕрлĕ çĕр-шывсенче пурăнакансемпе килĕштерсе пурăнасси, туслăха çирĕплетесси. Марафона хутшăнакансен факела темиçе метр çеç йăтса чупсан та юрать.
Вăл пирĕн республикăра сентябрĕн 13—16-мĕшĕсенче иртет. Спорта юратакансем Шăмăршă — Комсомольски — Канаш — Çĕрпÿ — Куславкка районĕсемпе чупса иртĕç, факел пĕрисен аллинчен теприне куçĕ. Пирĕн районти спорта юратакансем унта хутшăнма хатĕр.
Источник: "Каçал Ен"