АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура хисепĕ

04 сентября 2010 г.

З.П.Журавлева (хĕр чухнехи хушамачĕ — Анисимова) Юнтапа ялĕнчи йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. 8 ача çитĕнтернĕ Анисимовсем. Зоя çемьере 3-мĕш пулнă. Вăл вăхăтри ачасем аслисемпе юнашар тăрса çуллахи вăхăтра каçалăксем çинче çум çумланă, кĕрхи кунсенче уроксем хыççăн чĕкĕнтĕр кăларнă, çĕр улми пуçтарнă. Хуçалăхра та пĕтĕм ĕçсене тума ĕлкĕрнĕ. Вĕренÿре те малтисен ретĕнче пынă. Шăп та шай çавăн пеккисен шутĕнче пулнă та ĕнтĕ Зоя. Вăл мĕн пĕчĕкрен математикăпа кăсăкланнăран, унăн илемне туйса ÿснĕрен Шупашкарти педагогика институтне çăмăллăнах вĕренме кĕрет, ăна 1984 çулта пĕтерет.

«Ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Тус-юлташсемпе те сахал мар шкулла вылянă, ялан тенĕ пекех учитель сăнарне калăпланă»,— аса илет Зоя Петровна шкул пурнăçне.

Алла аслă пĕлÿллĕ педагог дипломне илсенех тăрăшуллă та сăпайлă хĕре Хирти Мăнтăр вăтам шкулне математикăпа физика предмечĕсене вĕрентме янă. Шăпах çак ял каччи куç хывнă Зойăна. Унпа вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕнче паллашнă. Çак çулах Зоя Петровна Сергей Николаевич Журавлевпа çемье чăмăртанă.

«26 çул пĕр кун пек иртсе кайрĕ. Пирвайхи хут шкул картлашки çине мĕнле вăтанса та хумханса ура пусни те куç умĕнчех. Ачасемпе ĕçлеме чунтан кăмăллатăп, кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупса вĕсене ăнланма, пулăшу пама та пĕлмелле. Ман шутпа, çакна ĕçе парăннă учитель кăна тума пултарать. Çулсем малаллах шăваççĕ пулин те, ачасем хушшинче чун яланах çамрăк»,— калаçрĕ малалла педагог.

«Ĕçне кура — чыс-хисепĕ»,— теççĕ халăхра. Хисеп тата Тав хучĕсем сахал мар Зоя Петровнăн. Ăна вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, кирлĕ вăхăтра сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.

Журавлевсем 4 ача çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ Александр çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Хĕрĕ Ольга И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Петрпа Николай ялти шкултах 10-мĕш класра вĕренеççĕ.

Зоя Петровнăпа Сергей Николаевича икĕ мăнукĕ — Полинăпа Андрей савăнтараççĕ. «Çак пĕчĕк тĕпренчĕксем килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Мăнуксем ачасенчен те хаклăрах тени тĕрĕсех иккен»,— пĕр харăсах калаççĕ Журавлевсем.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика