04 сентября 2010 г.
Урмаел çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă линейкăра вĕренекенсене, шкул коллективне, ашшĕ-амăшне ăшă сăмахсемпе саламласа Урмаел вăтам шкул директорĕ Ф.Х.Камалдинов сăмах тухса каларĕ. Кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан ачасемпе ятранах каласа паллаштарчĕ. Ун хыççăн Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин, «Алга» ЯХПК председателĕ Н.Г.Мифтахутдинов уяв ячĕпе саламларĕç. Нурислам Гилачевич çуллахи каникул вăхăтĕнче хуçалăх уй-хирĕсенче тăрăшнă ачасене тав сăмахĕ каларĕ. Дамир Мжгиева, Сирине Хуснутдиновăна, Алмаз Мифтахутдинова, Алмаз Гайнетдинова укçан парне парса чысларĕ.
Радиф Мифтахутдинов (2-мĕш класс), Илфат Гарефетдинов, Алсу Чумарова, Резиля Азмуханова (3-мĕш класс), Рина Абеева, Ландыш Камалетдинова, Дина Садрукова, Зилия Хамбикова, Разина Бататова (4-мĕш класс), Айсылу Гайнутдинова, Рина Ильясова (5-мĕш «б» класс), Алсу Гафурова, Ранис Сафиуллин, Айгель Абеева, Ринат Кушаев (6-мĕш «а»), Рифат Фаткуллин (6-мĕш «б» класс), Дина Гибатдинова (7-мĕш «а» класс), Айгель Гайнетдинова, Айгель Гимальдинова, Илназ Мифтахутдинова (7-мĕш «б» класс), Рафис Ахметов, Илсияр Ахметова, Зиля Сулейманова, Линар Салахутдинова (8-мĕш «а» класс), Диля Ямалетдинова (8-мĕш «б» класс), Дина Ильясова, Эльвира Тазетдинова, Гелнара Ялюкова (9-мĕш «а» класс), Эльмира Ахметова, Ландыш Рахматуллина, Алсу Рамазанова (9-мĕш «б» класс), Алмазия Пахалова, Алине Зарипова, Ригина Сафиуллина, Илназ Шарапова (10-мĕш «а» класс), Айгель Алеева, Люзия Хамбикова (10-мĕш «б» класс) вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, обществăлла ĕçре те хастар. Вĕсене шкул дирекцийĕ Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тата район администрацийĕн Хисеп грамотисене Ферзана Экреметдиновна Камалюковăпа Гульназ Камиловна Зиганшина илме тивĕç пулчĕç.
ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн ĕçченĕ Ю.В.Венедиктов сывлăш десант çарĕсен командующийĕн В.А.Шамановăн Хисеп хутне Н.С.Сахров учителе парса чысларĕ. «Урмаел вăтам шкулĕнче ОБЖ тата физкультурăпа вĕрентекен Н.Сахров çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе пысăк ĕç тăвать, çитĕнÿсем те палăраççĕ»,— терĕ Юрий Владимирович, Хисеп грамотипе пĕрле сывлăш десант çарĕсем çинчен çырнă кĕнекене парнелесе.
Уявра районти ачасен искусство шкулĕн директорĕ Ф.А.Гибатдинов юрă-ташăра хăйсен ăсталăхне ÿстерсе пыракан пултаруллă Азат Тукаева, Фенил Гибатдинова, Нияз Акшова, Ильназ Акшова, Ильназ Садыкова, Гюзель Халиулловăна, Ильдар Зейнутдинова, Линар Зарифьянова, Лейсан Шараповăна, Лилия Ялюковăна, Илнар Юмакова, Рина Юмаковăна Хисеп грамотисем, Эльмира Ахметовăпа Рина Хайртдиновăна Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Педагогика ĕçĕнче пултарулăхпа палăрнăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн 50 пинлĕх грантне илме тивĕç пулнă Н.С.Сахровпа В.Х. Камалетдинова шкул директорĕ свидетельствăсем пачĕ.
Малалла шкул директорĕн çумĕ М.А.Сулейманова сăмах тухса каларĕ. «Паянхи кун шкулта ĕçлеме май çителĕклĕ, уроксене тĕплĕ ирттерме хальхи техника хатĕрĕсемпе, электронлă пособисемпе, ытти пулăшу мелĕсемпе усă курма пулать. Учительсен хăйсен пуçаруллăрах пулмалла кăна»,— терĕ Минслу Акремовна, шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе паллаштарса.
Хаваслă линейка пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансемшĕн чăн-чăн экзамен пекех пулчĕ. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри пухăннисем умне тухса сăвăсем вуларĕç, лайăх паллăсемпе кăна вĕренме, яланах маттурисен шутĕнче пулма шантарчĕç.
Урмаелĕнче пурăнакан М.А. Хайртдинов та çак мероприятие парнесемпе çитнĕ. Вăл кăçал пĕрремĕш класа килнĕ ачасене пурне те вĕрентÿ хатĕрĕсем парса чысларĕ.
Уяв программине М.Х.Ибниаминова çÿлти шайра ертсе пычĕ. Юлашкинчен янăравлă сасăллă шăнкăрав пурне те урока йыхравларĕ.
КОМСОМОЛЬСКИ 1-МĔШ ВĂТАМ ШКУЛĔ. Кăçал кунта парта хушшине 483 ача ларнă. Палăртнă вăхăта шкул умне вĕренекенсем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăннă. Чи малтанах вĕсене Пĕлÿ кунĕпе саламласа шкул директорĕ А.С.Терентьев сăмах тухса каланă. «Çĕнни, маларах пĕлменни патне ăнтăлни, ÿсме, аталанма кăмăл туни ăнăçусем тума, тĕллевсене лартма тата вĕсене пурнăçлама май параççĕ. Пуçаруллă, куллен вĕренес, çĕннине пĕлес, ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарас туртăм пуррисем кăна чăн-чăн педагог ятне тивĕçлĕ»,— тенĕ Анатолий Семенович, учительсене ăнăçу сунса. Ун хыççăн уява пухăннисен умĕнче районти вĕрентÿ пайĕн аслă методисчĕ Т.В. Долгова, шкул управлени совечĕн председателĕн çумĕ И.А.Гришина калаçнă, вĕренекенсене тата ыттисем те ăнăçу, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене чăтăмлăх, ăнлану суннă.
ТИМĔРЧКАССИНЧИ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула кăçал пĕрремĕш класа 10 ача килнĕ. Пурĕ партăсем хушшине 93 ача ларнă.
Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа иртнĕ савăнăçлă уява шкулти вожатăй В.Н.Арсентьева уçнă, шкул директорне В.А.Муллина сăмах панă. Вăл вĕренÿре пултарулăхĕпе палăрнă ачасене чысланă. Саламсемпе Тукай ял поселенийĕн специалисчĕ Е.Г. Ефимова, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн представителĕ В.Н.Гаврилов, «Луч» ЯХПК председателĕ Н.М.Иванов тухса калаçнă. К.А.Капитонова вара пушă алăпа килмен. Пĕрремĕш класа пуçласа каякан ачасене ручкăсем, кăранташсем, тетрадьсем парнеленĕ. Çакă мар-и-ха ыркăмăллăх! Аслисем те, кĕçĕннисем те пĕр-пĕрне сăвăсемпе, юрă-ташăпа саламланă, ăнăçу суннă.
Источник: "Каçал Ен"