01 сентября 2010 г.
«Пирĕн наци хаçат вулама пăрахнă»,— теççĕ час-часах. Пичет продукцийĕ вырăнне массмедиан урăх мелĕсем килнипе хăратаççĕ. Вĕсенчен пĕри вара Интернет. Хаçатсемпе журналсен тиражĕсем чакаççĕ пулсан, «тĕнче танатине» кĕрекенсен шучĕ нумайланать. Интернет урлă кирлĕ информацие, çĕнĕ хыпарсене часрах тупма пулать. Ниушлĕ хаçатсемпе журналсене çынсем çырăнма пăрахнă?
Хамăр патри лару-тăрупа паллашма Хырхĕрри ялĕнчи почта çыхăну уйрăмне çул тытрăм. Эпĕ çитнĕ вăхăтра вĕсем тăрăшса ĕçлетчĕç: тин кăна килнĕ хаçатсене пайлатчĕç. «Ĕç питĕ нумай,— терĕ Любовь Федоровна Ятманова. — Уйăх вĕçĕнче ялан çапла. Ларса канма вăхăт çук. Çынсем тăтăшах килсе тăраççĕ». Вăл почтăра 1990 çултанпа вăй хурать. Кунти çынсене лайăх пĕлет. «Хальхинче хаçат çырăнакансен шутне самаях ÿстертĕмĕр,— каласа парать вăл. — Тĕслĕхрен, пирĕн участокра «Каçал ене» 103 экземпляр çырăннă, «Хыпара» — 22 экземпляр. Çак кăтартусем малтанхисенчен пысăкрах. Çырăнтару вăхăтĕнче пире «Восток» ЯХПК самай пулăшрĕ. Вĕсене тав сăмахĕ калатпăр. Пурĕ пĕрле 502 экземпляр çырăнса илнĕ. Пирĕн уйрăм пысăк мар. Почтальонкăсем тулли мар ставкăпа ĕçлеççĕ. Çавăнпа çак кăтарту пĕлтерĕшлĕ».
Хырхĕрри почта çыхăну уйрăмĕнче 2 почтальонка ĕçлет. Надежда Васильевна Корнилова кунта 27 çул вăй хурать. Хĕллехи сивĕ кунсенче те, çуллахи шăрăхра та вăл Вăрманхĕрри Чурачăк çыннисене хаçатсемпе журналсене, çырусене вăхăтра çитерет. Хурнай, Хырхĕрри, Кĕтне Пасар ялĕнче пурăнакансене вара пичет продукцине Любовь Николаевна Минина илсе çитерет. Вăл та почтăра нумай çул ĕçлет. Кăçал унăн 15 çул пулать. Любовь Николаевна хаçат валеçессе çынсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Вĕсем пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлеççĕ. Пĕри ручка çухатсан тепри тупса парать,— йăл кулса каларĕ Любовь Федоровна. — Пирĕн коллектив пĕчĕк, анчах питĕ туслă. Вĕсене ялта хисеплеççĕ. Раççей почти кунĕпе те саламласах тăраççĕ. Манманни савăнтарать. Кăçал тата наци радиовĕ урлă ăшă саламсем ячĕç. Çакă пирĕн кăмăлсене çĕклет». Манпа сыв пуллашнă хыççăн Любовь Николаевнăпа Надежда Васильевна почтальонкăсем хăйсен тулли сумкисене йăтса çула тухрĕç. Çĕнĕ хаçатсене пурте кĕтеççĕ вĕт-ха!
Источник: "Каçал Ен"