01 сентября 2010 г.
Район хаçатне вулакансен йышĕ нумайланса пынине хаçат тиражĕ ÿсни те палăртать. Луцки ялĕнче пурăнакан Галина Петровнăпа Александр Тихонович Алексеевсен çемйи хаçат-журналсăр нихăçан та пурăнман, пурăнаймасть те. «Чи малтанах район хаçатне, «Каçал ене», алла илетĕп. Пур енĕпе те килĕшет вăл мана. Район пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тата ытти хыпарсăр мĕнле пурăнăн-ха? Хыпарĕсем вĕсем нумай. Телевидени те, радио та сехетсерен парать. Анчах районти пурнăçа пĕлтермеççĕ-çке вĕсем»,— тет Александр Тихонович сăмах çăмхине сÿтме пуçласа. Калаçу малалла тăсăлать.
Пурнăç çулĕ унăн çăмăлах пулман. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ. «Россия» колхозăн Кивĕ Сĕнтĕрти бригадăн бригадирĕн пулăшаканĕ пулнă. Шоферта та ĕçленĕ. «Россия» колхозра техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕнче тăрăшнă. Пур çĕрте те пултарулăхпа палăрса тăнă вăл. Хастарлăхне, пуçарулăхне кура ăна Александровка ял Совет председателĕ пулма шанаççĕ. Унта вăл 1987 çулччен тăрăшнă. Колхозпа пĕрлех Александровка шкулне тунă чухне ял Совечĕ те айккинче тăман. Алă усса ларман председатель, кашни ялах çитнĕ, унти пурнăçпа, ĕç-хĕлпе паллашнă.
Пĕр вăхăт Александр Тихонович Александровка 8 çул вĕренмелли шкулĕнче ĕç урокĕсем ирттернĕ. Ачасене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр тума хăнăхтарнă.
Каярахпа ăна Александровка ял администрацийĕн пуçлăхне суйлаççĕ. Кунта та вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Çак вăхăтра районта çул-йĕре лайăхлатассипе çине тăрса ĕçленĕ. Ку енĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.С.Мифтахутдинов уйрăмах тăрăшнине, пулăшса пынине палăртать Александр Тихонович.
Мăшăрĕ, Галина Петровна, хăй пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе панă. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче, районти вĕрентÿ управленийĕнче (халĕ пайĕ) чылай çул ĕçленĕ. Нумай-нумай ачана чăваш чĕлхипе литературине юратма вĕрентнĕ. Хăй те район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнă. Статьясем, тĕрленчĕксем ярса панă. Вĕсене хаçат вулакансем хапăлласа вуланă. Статьясенче воспитани ыйтăвĕсене те хускатнă. Методист пулнă май, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене те паха сĕнÿсем панă. Сăввисем те пĕрре мар пичетленнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хаçатăн чăн-чăн тусĕ пулнă. Редакцие кĕрсен, тепĕр чухне сĕнÿсемпе канашсем те парса хăваратчĕ. Çакă мар-и-ха туслăх? Чăннипех юратса вуланă, вулать те. Кун пирки эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп. Унăн вĕренекенĕсен сăввисем те тăтăшах пичетленнĕ.
Халĕ Алексеевсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. «Тухсах çÿрейместпĕр те, район хаçатне чăтăмсăр кĕтетпĕр. Çаксем пуш сăмахсем мар, чăннипех те çапла»,— тет А.Алексеев. Мăшăр 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. «5 мăнукăмăрпа йăпанса пурăнатпăр. Ачасем те килсе çÿреççĕ, вĕсем пире пурте савăнăç кÿреççĕ»,— теççĕ Алексеевсем.
Источник: "Каçал Ен"