01 сентября 2010 г.
Августăн 30-мĕшĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хутшăнакан кандидатсенчен заявлени йышăнмалли вăхăт вĕçленнĕ. Комсомольскинчи Территориллĕ суйлав комиссийĕ юлашки кандидатсене сентябрĕн 3-мĕшĕнче регистрацилесе пĕтерет. Район депутачĕсен Пухăвĕн е ял поселенийĕн депутачĕ, пуçлăхĕ пулма кăмăл пуррисем тата нумайланнă.
Августăн 27-мĕшĕпе 30-мĕшĕнче çак кандидатсене регистрацилесе удостоверенисем панă:
Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан НИКОЛАЙ ПАВЛОВИЧ НОСОВ хăй кандидатурине Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă.
Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулас кăмăлĕсем пуррине харăсах иккĕн пĕлтернĕ: ПЕТР ВЕНИАМИНОВИЧ СИЛИВЕСТРОВ тата «ТехноЛидер» ООО директорĕ ИВАН МИХАЙЛОВИЧ СТЕПАНОВ.
Шурут-Нурăс ялĕнче пурăнакан РУДОЛЬФ НИКОЛАЕВИЧ ЕРШОВ хăйĕн кандидатурине Шурут ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă. Уйрăм предприниматель, аслă пĕлÿ илнĕ.
Александровкăра пурăнакан ИВАН НИКОЛАЕВИЧ КОКШИН Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма хăйĕн кандидатурине сĕннĕ. Вăл аслă пĕлÿллĕ, «Комсомольское молоко» ООО тĕп инженерĕ.
Асанкасси ялĕнче пурăнакан, ялти шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекен ГЕННАДИЙ НИКОЛАЕВИЧ ПЕТУХОВ хăйĕн кандидатурине ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма тăратнă.
АЛЬБЕРТ ГЕРМАНОВИЧ КУЗЬМИН, вăхăтлăха ĕçлемест, Йăлмахва ялĕнче пурăнать, хăйне Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕн кандидачĕ пулма сĕннĕ.
«Сюрбеево» ОООн юсав мастерскойĕн заведующийĕ ВЛАДИМИР НИКОЛАЕВИЧ ВОЛКОВ, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче пурăнать, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулас кăмăлне пĕлтернĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ пулма хăйĕн кандидатурине Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕ ПЕТР НИКОЛАЕВИЧ КСЕНОФОНТОВ сĕннĕ.
Хырхĕрри ял поселенийĕн пуçлăхĕн креслине йышăнассишĕн хальхи пуçлăхсăр А.Н.Воробьевсăр пуçне ВЛАДИМИР ПАВЛОВИЧ МАЛЫШЕВПА ВЛАДИМИР НИКОЛАЕВИЧ ХЛЕБНИКОВ суйлава хутшăнĕç.
Тукай ял поселенийĕнче те суйлавра кĕрешÿ хĕрÿ пулассăн туйăнать. Кунта маларах регистрациленĕ 4 кандидат çумне ОЛЬГА ПЕТРОВНА АНДРЕЕВĂПА (Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнать, ялти моделлĕ библиотека заведующийĕ) ЛЕОНИД АЛЕКСЕЕВИЧ КИРГИЗОВ (Вутланра пурăнать, вăхăтлăха ĕçсĕр) хушăннă.
Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ пулма тата çак кандидатсене регистрациленĕ:
ВАГИЗ ГАЯЗОВИЧ ЯМАЛИЕВА, КОНСТАНТИН НИКОЛАЕВИЧ КОКШИНА, ВАЛЕРИЙ ГЕННАДЬЕВИЧ МИХЕЕВА, ВЕРА ВАСИЛЬЕВНА СЕМЕНОВĂНА, ВЛАДИМИР НИКОЛАЕВИЧ ВОРОБЬЕВА, АЛЕКСЕЙ АНТИПОВИЧ ПРОХОРОВА, ПЕТР ВАСИЛЬЕВИЧ РОДИОНОВА, ФЕРИТ АБДУЛЛОВИЧ ГИБАТДИНОВА, НУРИСЛАМ ГИЛАЧЕВИЧ МИФТАХУТДИНОВА, АГЗЯМ ХАЛИМОВИЧ ШАКИРОВА, СЕРГЕЙ ЕЛИЗАРОВИЧ ШМЕЛЕВА.
Асанкасси, Хырай Ĕнел тата Чĕчкен ял поселенийĕсемпе ял поселенийĕн Пухăвĕн депутачĕ пулма 11-шер кандидат, Александровкăра 2, Аслă Çĕрпÿел тăрăх 12 çынна, Урмаел, Тукай ял поселенийĕсемпе 14-шар çынна, Хирти Сĕнтĕр, Элпуç ял поселени-йĕсемпе 13-шер кандидата регистрацилесе удостоверенисем панă.
Источник: "Каçал Ен"