АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн

01 сентября 2010 г.

2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин — çĕнĕ Президент

Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ вĕçленчĕ, анчах депутатсем те, хăнасем те — Правительство çурчĕн ларусен Пысăк залĕнчех. Йыхрав хучĕпе чĕннисем уйрăмах йышлă: Раççей Федерацийĕн Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, Чăваш Енĕн паллă çыннисем... Çак çынсене пĕрле пуçтарăнма пысăк сăлтав пулнă: Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май савăнăçлă церемони иртнĕ. 2010 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнчен Чăваш Республикин — çĕнĕ Президент.

Çак самант историре мĕнлерех сăнланса юлнă-ха? Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пынă. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров хутшăннă.

Михаил Игнатьевшăн чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри, ахăртнех, тăван халăхпа Конституци шанăçне тивĕçлĕ пуласси пирки тупа туни пулнă. Ахальтен-и мăнаçлăхпа танах хумханни те палăрнă çак сăмахсенче: «Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп».

Çак сăмахсене Михаил Игнатьев Президент алă пусса çирĕплетнĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса янă. Унтан Раççей Патшалăх гимнĕ, Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ янăранă.

Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илнĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă унта. «Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене парăнтарас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра — малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăксене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инновацин малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та»,— тенĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Президент тепĕр Указа алă пуснă. Вăл Николай Федорова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăлани çинчен пулнă.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика