28 августа 2010 г.
Выльăх-чĕрлĕхе мĕнле тăрантарнинчен продуктивлăх та, продукци пахалăхĕ те нумай килет. Ку чăнлăха пурте пĕлетпĕр. Рацион тулăх пулмалла. Апатра белоксем, углеводсем, çусем, витаминсем, макро- тата микроэлементсем çителĕклĕ кирлĕ. Паллах, пахалăх пирки тимлемелле. Унта наркăмăшлантаракан япаласем пулмалла мар.
Статистика ерекен чирсенчен 70 проценчĕ выльăх апачĕнчен килнине палăртать. Тепĕр чухне, çиелтен пăхсан, лайăх курăнаканниех юрăхсăр пулать. Уйрăмах жмыхсем, шротсем тата ытти хăш-пĕр ÿсентăран енĕпе тимлĕрех пулмалла. Выльăхсем наркăмăшланнин паллисене асăрхасан апата ветеринари лабораторине тĕрĕслеве ямалла.
Япăх шăршă кĕрет, пăнтăхма пуçланă пулсан тырă фуражĕпе те, силоспа та, сенажпа та, тымар çимĕçĕпе те усă курмалла мар.
Апат пахалăхне тĕрĕслеве тăратнă чухне вĕсене тĕрлĕ вырăнтан илмелле.
Кăçалхи шăрăх çанталăка кура чылай çĕрте выльăх апачĕ çителĕксĕр. Çавăнпа та ăна тĕрлĕ регионсенчен те илсе килеççĕ. Кун пек чухне ветеринари службисемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Вĕсенчен кирлĕ документсем илмелле, тĕрĕслеттермелле. Çав-çавах Волгоград, Ростов облаçĕсенче сыснасен африка чуми енĕпе, Байкал тăрăхĕнче мăйракаллă шултра выльăхăн тата сыснасен ящур енĕпе лару-тăру кăткăс. Унта выльăхсене карантина хупнă. Автотранспортпа, грузсемпе, продукципе вăл чирсем пирĕн республикăна ан çитчĕр тесе тăрăшмалла, асăрханмалла. Çак енĕпе уйрăм çынсен те, предпринимательсен те, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен те тимлĕ пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"