28 августа 2010 г.
Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ачасем çуллан юлашки кунĕсемпе киленеççĕ. Шкула çÿреме пуçласан пушă вăхăт сахалланать. Тарăн пĕлÿ илес тесен нумай ĕçлемелле. Халĕ вара ăшă кунсемпе савăнса, урамра выляса, канса ĕлкĕрмелле. Ачасем çуллахи каникула мĕнле ирттерчĕç-ши. Шкула кайма хатĕр-и. Çакăн пирки Хурнай ялĕнчи ачасенчен ыйтса пĕлтĕм.
ЛЮБОВЬ, 8 çулта: Çу кунĕсене эпĕ чăтăмсăр кĕтрĕм. Хуларан манăн çывăх юлташ Саша килчĕ. Туссемпе пуçтарăнса эпир тĕрлĕрен вăйă ирттертĕмĕр. Шăрăх кунсем тăнипе час-часах шыва кĕме çÿрерĕмĕр. Пикниксене те кайса килтĕмĕр. Каникул вăхăтĕнче Шупашкар хулинче пултăм. Юратнă кукамай па-тĕнче пурăнтăм. Килте эпĕ ĕçрен тарса çÿремерĕм. Аннене пÿртре тирпейлеме пулăшаттăм, унпа пĕрле ĕне сума та тухаттăм. Çумăр пулманнипе чечексене, пахчари çимĕçсене шăварсах тăтăмăр. Пĕчĕк пăрусене сыхларăм. Вĕренÿ çинчен те манмарăм. Çу кунĕсенче кĕнекесем вуларăм. Çак каникул маншăн интереслĕ пулчĕ.
АЛЕКСЕЙ, 9 çулта: Çулла эпĕ Йĕпреç районĕнче пурăнакан кукамайпа кукаçи патĕнче хăнара пултăм. Унта питĕ лайăх. Кукамай тутлă кукăльсем пĕçерчĕ. Ачасемпе вылярăм. Чуччу çинче ярăнни асра юлчĕ. Çу кунĕсем мана килĕшрĕç. Шкула каймалли куна кăштах куçарас килет. Авăнăн 1-мĕшĕ валли япаласене илсе хунă ĕнтĕ. Каникулта эпĕ ытларах хаçатсемпе журналсем вуларăм: «Каçал ен», «Жизнь», «Телесемь». Çулла ан пĕттĕр тесе ĕмĕтленетĕп, анчах шкула каймалли кун çывхарсах пырать çав.
АЛЕКСАНДРА, 12 çулта: Эпĕ Киров хулинче пурăнатăп. Çавăнпа çур каникула унта ирттертĕм. Шкулта йĕркеленĕ лагере çÿрерĕм. Питĕ килĕшрĕ. Темиçе кун асаннепе дачинче кантăм. Юлташсемпе тĕл пултăмăр. Кайран вара аннен аппăшĕ патне Чăваш Ене çитрĕм. Эпĕ час-часах кунта канатăп. Уçă сывлăш, вăрман, ешĕл улăхсем... Манăн икĕ сыпăкри аппасемпе пичче, йăмăксемпе шăллăм çывăхра пулни савăнтарать. Вĕсене вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче курма май килмест. Кĕсье телефонĕпе çеç калаçатпăр. Каникул вăхăтĕнче кукамай патĕнче хăнара пултăм. Аппа Катя мана велосипедпа ярăнма вĕрентрĕ. Халĕ пĕр хăрамасăр çÿретĕп. Аппасемпе пĕрле шыва кĕме çÿрерĕм. Килти хуçалăхра тирĕк-кашăк çурăм, тирпейлесе, шăварса пулăшса тăтăм. Ялта пурăнма мана килĕшет. Киле каяс туйăм та çуралмасть, анчах юратнă çыннăма, аннене, курас килет. Çу кунĕсене эпĕ хулара час-часах аса илĕп.
АРТЕМ, 10 çулта: Шкула каймалли куна кĕтетĕп. Тунсăхласа çитрĕм. Çуллахи каникула эпĕ ялтах ирттертĕм. Аннепе аттене килте пулăшрăм. Пĕчĕк йăмăка пăхрăм. Аслисем ĕçре пулнă вăхăтра ăна мана шанса параççĕ. Çу кунĕсенче шыва кĕме çÿрерĕм, велосипедпа ярăнтăм. Юлташсемпе вылярăмăр. Учительница мана каникулта тумалли ĕç панăччĕ. Ун çинчен те манмарăм. Тĕрлĕрен кĕнеке вуларăм: «Приключения Буратино», «Жизнь животных»...
КСЕНИЯ, 15 çулта: Каникулсем маншăн интереслĕ, асра юлмалла иртрĕç. Ытларах эпĕ ялта пултăм. Пĕр вăхăт çеç кукамайпа кукаçи патĕнче пурăнтăм. Ялта эпĕ юлташсемпе тĕл пултăм. Ташă каçĕсене çÿрерĕмĕр. Çу кунĕсенче литературăпа панă списокри кĕнекесене вуларăм.
Кашни ача çуллахи каникула тĕрлĕрен ирттернĕ. Сивĕ кунсем çитсен аса илмелли пулĕ. Халĕ вара пурте çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕме хатĕрленеççĕ.
Источник: "Каçал Ен"