АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿпе воспитани ĕçне лайăхлатассишĕ

28 августа 2010 г.

н

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче çак кунсенче капиталлă юсав ĕçĕсенче юлашки «штрихсем» лартаççĕ. Виçĕ хутлă çурт стенисене сăрласа илемлетнĕ, çĕнĕ чÿречесем те лартнă. Шалта вара вĕрентекенсемпе техничкăсем тăрăшнипе урайсене сăрланă, хăш-пĕрисенче линолеум куçа шартарать. Классенче тата коридорсенче ÿсекен чечексем те кăмăла çĕклеççĕ.

Кашни вĕренÿ çулĕ вĕрентекеншĕн те, вĕренекеншĕн те питĕ яваплă.

Паянхи шкул пурнăçĕпе паллашас тесе унта çитсе куртăм. Пынă кунхине шăпах районти вĕрентÿ пайĕ йĕркеленипе секци занятийĕсем пыратчĕç. Çак мероприятие шкулсенчи тĕрлĕ предметсемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Икĕ кун хушшинче педагогсем хăйсен ĕçтешĕсем умĕнче тĕллевсене тишкерчĕç, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашрĕç. Занятисене районти вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекенсем Л.М.Антонова, Т.В.Долгова, Г.К.Гадельянова, Н.М.Тимофеева тата ыттисем те хутшăнчĕç. Акă, физикăпа тата математикăпа вĕрентекенсене Лариса Макаровна аттестаци ирттермелли йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Паллах, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парас тесен педагогсен паянхи пурнăçпа тан утмалла. Ачасем хăйсен предметне лайăх пĕлекене кăна хисеплеççĕ, тĕрлĕ ыйту тупсăмне унпа пĕрле тупма тăрăшаççĕ. Шав малалла ăнтăлакан вĕрентекен çеç инноваци мелĕсемпе анлă усă курать. Куллен тĕрлĕ тĕпчев-сăнав ирттерни те вĕрентĕве çĕнĕлле йĕркелеме май парать. Çавна çирĕплетрĕç те ĕнтĕ тĕрлĕ предметсемпе вĕрентекен учительсем секци занятийĕсенче.

Секци занятийĕсенче иртнĕ 2009—2010 вĕренÿ çулĕнчи Пĕтĕмĕшле патшалăх экзаме-нĕсен кăтартăвĕсене те тишкерчĕç.

...Хăтлă та таса классенче ачасене те вĕренме кăмăллă. «Капиталлă юсав ĕçĕсене тума пире 2 млн та 513 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Вĕсене аукционта выляса илнĕ «Ньютон» ООО пурнăçлать (генеральнăй директорĕ – В.А.Буинцев). Çавăн пекех «Комсомольский РСУ» АХО (ертÿçи – В.В.Максимов) пĕрремĕш хутри коридор урайĕсене кафель плиткисем сарса пачĕ, медицина кабинетне çĕнетрĕ тата ытти ĕçсене пурнăçларĕ . Çуллахи каникул кунĕсенче вĕрентекенсем те алă усса лармарĕç, вăхăчĕсене шеллемесĕр тăтăшах субботниксем йĕркелерĕç. Техничкăсем коридорсенче урайсемпе чÿречесене сăрларĕç. Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне ха-тĕрлес ĕçрен ачасен ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕ. Эпир вĕсене пурне те тав сăмахĕ калатпăр.

«Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 23 кабинет ачасене йышăнма хатĕр. Музыка кабинечĕ валли компьютер, синтезатор туяннă»,— паллаштарчĕ ĕç-хĕлпе шкул директорĕ А.С.Терентьев.

Коридорсенче кашни хутра ачасене валли таса шыв ĕçмелли пĕрхĕнсе тухакан çĕнĕ ха-тĕрсем лартни мана тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Малашне кирек хăш вăхăтра та вĕренекен çакăнтан («фонтанран») шыв ĕçме пултарать.

Шкул коридорĕсенче киленсе пăхса çÿренĕ вăхăтра директор çумĕпе С.В.Михайловăпа тĕл пулса калаçрăм.

— Вĕренÿшĕн яваплă çын пулнă май, мана яланах çак енĕпе кăтартусем кăсăклантарнă,— пуçларĕ калаçăва Светлана Васильевна. — Шкул ачисем район тата республика олимпиадисенче тарăн пĕлÿпе палăраççĕ, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултараççĕ.

Пытармастăп, шкултан вĕренсе тухакансем паллă институтсемпе университетсен алăкĕсене хăюллăнах уçаççĕ. Ку вăл педагогшăн — чи пысăк савăнăç.

Сăмах май, физика предмечĕпе ирттернĕ секци занятийĕнче районти физика учителĕсен методика пĕрлешĕвĕнчен ассоциаци туса хучĕç. Ăна ертсе пыма В.Н.Петрова шан-чĕç.

Кĕçех Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ ачасен сассипе тулĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика