28 августа 2010 г.
1966 çулта илсе тăма «Октябрь ялавĕ» 2 тенкĕ те 28 пус пулнă. Хаклă пулнă-и е йÿнĕ — ун пирки вăл вăхăтра пурăннисем лайăх пĕлеççех ĕнтĕ. Тираж ÿсни вăл пуриншĕн те пысăках хак пулманнине çирĕплетет пулĕ.
1965 çулта паянхи кун та тухса тăракан «Кĕтне» страница тухма пуçланă. Кăçал унăн юбилейĕ тесен те юрать. 45 çул хушшинче унта çĕршер авторăн сăвви-калавĕ кун çути курнă. Хăшĕ-пĕри халĕ республика шайĕнче палăрнă çыравçă та.
Çак çулсенче Н.Иванов, А.Паймушина, И.Мурзаков штатри корреспондентсем ĕçлеме пуçланă. Вĕсен çивĕч статйисене кăмăлласа вуларăм.
Редакци ĕçĕпе хам ĕçленĕ вăхăтра районти пур ялсенче те пулса курнă та, хăш-пĕр çĕрте 1960 çулсенче лартнă хуралтăсене те сăрханă. Хаçат страницисене уçкаланă май вĕсене те куратăп. Йывăçран тунă пулин те, çав вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă вĕсем.
«Нумаях пулмасть Комсомольскинчи культура çуртĕнче районти «Октябрь ялавĕ» хаçата вулакансен конференцийĕ пулса иртрĕ. Ăна парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕ тата «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕ ирттерчĕç». (1965 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕ). А.Артюшкинăн «Хаçат содержанийĕ малалла пуянлантăр», Р.Моисеевăн «Тĕрĕс, тĕплĕн çырмалла», А.Тарасовăн «Медицина работникĕсем çинчен очерксем кĕтетпĕр», Б.Кокоревăн «Манăçнă темăсем ан пулччăр», М.Орловăн «Пирĕн çинчен те çырăр» статйисене пичетленĕ. Вĕсем пурте хаçатпа тачă çыхăну тытакан ялкорсем пулнă.
«Хастаррисен отрячĕ» ятлă заметкăра «Сельхозтехника» уйрăмĕнчи мехколонна 35000 тонна торф кăларни пирки çырса парать. Вăл вăхăтра та çĕртен тухăç илнипе çеç çырлахман, çитес çул валли никĕс те хывса хăварнă.
«Район центрĕнчи ачасем кăçал пысăк парне туянчĕç — вĕсене валли музыка шкулĕ уçăлчĕ. Баян тата фортепьяно калама вĕренеççĕ кунта ар çын ачасемпе хĕрачасем, 25 ача çÿрет музыка шкулне»,— тет тепĕр хыпар. Хальхи искусство шкулĕн никĕсех теме пулать ăна. Колхозсенче стена хаçачĕсем те тухса тăнă. Акă 1966 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи номерĕнче «Знамя», «Урожай», «Гигант», «Дружба» хуçалăхсен «Малалла», «Вăйлă тыр-пулшăн», «Коммунизмшăн», «Çĕнĕ вăй» стена хаçачĕсенчен илнĕ йĕркесем кун çути курнă.
Ĕçре малта пыракансене СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ патшалăх наградисем парса чысласах пынă. 1966 çулта Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли» орденсене, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсене ти-вĕçнисем те чылайăн пулнă. Вĕсене ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем пултарулăхпа çĕнсе илнĕ. Ирĕн-каçăн пуç çĕклемесĕр вăй хуни çеç çак çитĕнÿсем патне илсе çитерме пултарнă.
1966 çулта Комсомольскинчи паркра Аслă Отечествăлла вăрçăра çапăçса пуç хунисене асăнса палăк лартни çинчен хыпарлать хаçат. Çĕнтерÿ пулнăранпа 21 çултан çеç çĕкленнĕ вăл. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче те ку ятпа савăнăçлă мероприяти пулса иртнĕ иккен.
«Иртнĕ вырсарникун Кĕтне шывĕ çинче мала тухассишĕн ăмăртусем пулса иртрĕç» тесе пĕлтерет хаçат (1966 çулхи августăн 2-мĕшĕ).
П.Лаакконен врач пирки паян пурăнакансенчен сахалăшĕ пĕлет пулĕ. Вăл пурăннă вăхăтра тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем çитĕнтерсе халăх умне кăларнă, выставкăсем йĕркеленĕ. Унăн ырă ĕçĕсем пирки корреспондентсем хыпарласах тăнă. Чăннипех те çут çанталăк тусĕ пулнă вăл.
1966 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Кĕтне» страница логотиппа (ятарлă ÿкерчĕкпе) пуçласа кун çути курнă. Саккăрмĕш кăларăм пулнă вăл.
«Сарлака çĕр шывăм тăрăх» рубрикăпа пичетленекен заметкăсенче кĕскен чи паллă са- мантсем пирки çырса кăтартнă.
«Кăçал районта çĕнĕрен виçĕ çыхăну уйрăмĕ уçăлчĕ — Хырхĕрринче, Йăлмахвара тата Эльпуçĕнче. Пĕрремĕш автоматла телефон станцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Асанкассинче вăл. Çыхăну работникĕсем ĕç çыннисен ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтерес тĕллевпе тата ытти ĕçсем те туса ирттерчĕç. Комсомольскинче чылай хваттерсене телефонсем кĕртрĕç. Çĕнĕ Мăратра çыхăну уйрăмĕн çĕнĕ çуртне тунă» (1966 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕ). Вăл çулсенче çыхăну ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă та, ку енĕпе çине тăрса ĕçлени паха.
«Октябрь ялавĕ» хаçат вулакансен заочнăй майпа конференцийĕсене ирттерсех тăнă. Ялкорсем хăйсен шухăшĕсене «Çителĕксĕр çутатакан ыйтусем те пур» (В.Яковлев), «Библиотека ĕçĕ çинчен çырăр» (О.Батюкова), «Хаçат рубрикăсемпе пуянлантăр» (Г.Борисов), «Хаçат пропагандистсене пулăштăр» (Н.Ронин), «Тĕрлĕ статьясем, очерксем кирлĕ» (Р.Зейнетдинов) статьясемпе пĕлтерсех тăнă, канашсем, сĕнÿсем панă. Хаçат сотрудникĕсем вĕсене хăйсен кулленхи ĕçĕсенче шута илсе пынах ĕнтĕ.
Источник: "Каçал Ен"