АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тату пурăнсан

28 августа 2010 г.

Аслă Каçал тăрăхĕнче тутарсем йышлăн пурăнаççĕ. Урмаелĕнче кăна виçĕ пин ытла çын. Аслă та пысăк ял вăл. Юлашки çулсенче çĕнĕ урамсем, кермен пек капмар çуртсем хушăнаççĕ. Ял тăрăхне кĕрекен Тукай Мишер те сарăлсах пырать. Тутар халăхĕн хăйне евĕрлĕх уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварас, регионсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене аталантарса пырас тата нацисен килĕшĕвне çирĕплетес тĕллевпе йĕркеленĕ тутар наци культура автономийĕн «резиденцийĕ» шăпах çакăнта вырнаçнă та ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ Комсомольски районне çитсе хăйĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Унăн ĕçне канаш членĕсемсĕр пуçне республикăри наци культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, Комсомольски район пуçлăхĕ Геннадий Волков хутшăнчĕç. Малтан хăнасем Тукай Мишер ялне пăхса çаврăнчĕç, унтан Урмаелĕнчи çĕнĕ мечĕте тата «Лейсан» ача садне кĕрсе курчĕç, культура çуртĕнче сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашрĕç.

Ларура тутар общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен наци культура автономийĕн канашĕн председателĕ, Комсомольскинчи искусствăпа музыка шкулĕн директорĕ Ф.Гибатдинов анлă отчет турĕ. Çавăн пекех Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Зайнуллин, Тукай Мишерĕнчи вăтам шкул директорĕ Э.Багаутдинова, Урмаелĕнчи общество канашĕн председателĕ Н.Сахров, Урмаелĕнчи культура центрĕн директорĕ Д.Гибатдинова тата ыттисем сăмах илчĕç.

Национальноçсен ĕçĕсен канашĕ Каçалсен общество ăс-тăнĕнче гуманизм принципĕсене çирĕплетес, гражданла пĕр шухăшлăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас, халăха этнокультурăна аталантарма условисем туса парас енĕпе тăвакан утăмĕсене пысăк хак пачĕ, опытне ытти çĕрте сарса пымаллине палăртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика