АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЗАГС органĕсенчен нумай килет

28 августа 2010 г.

Кăçал октябрь уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртет. Перепись тĕнчери çĕр-шывсенче кашни вунă çулта пĕрре пулать. Вăл унта е кунта миçе çын пурăннине, вĕсен ÿсĕмне, национальноçне, миçе арçынпа хĕрарăм пуррине, çемьесен шутне, йышне, ачисем пирки, нацилĕхне тата ыттине те пĕлме май парĕ. Граждансенчен ыйтса пĕлнĕ Çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе кулленхи статистика кăтартăвĕсем патшалăхăн экономика тата социаллă политикин программисене хатĕрлес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чăваш Республикинчи юстици министерстви ЗАГС органĕсенче тăтăшах тĕрĕслевсем ирттерет. Хăш-пĕр çĕрте çуралнисене тата вилнисене вăхăтра çырса хуман тĕслĕхсем те тупса палăртнă. Çак çитменлĕхсем çывăх тăванĕсем ЗАГС органĕсене вăхăтра заявлени çырманнипе çыхăннă. Паллах, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, граждансен хăйсен ирĕкĕпе национальноçне суйласа илме право пур.

Граждансем тепĕр чухне заявленисенче «национальность» графара яланах çырса пĕлтермеççĕ. Анчах тĕрĕслевсем çын заявленире хăй хăш наци çыннине çырсан та ЗАГС сотрудникĕсем темле сăлтавпа документсене асăннă сведенисене кĕртменнине тупса палăртаççĕ. Çынсем çурални е мăшăрланни çинчен паракан свидетельствăсене нацилĕхе кăтартма ыйтса çырсан документсене çĕнĕрен тунăшăн вĕсене пошлина тÿлессинчен хăтараççĕ.

Росстатăн кăтартăвĕсем тулли е çителĕксĕр пулни ЗАГС органĕсенче ĕçлекенсем яваплăха туйса ĕçленинчен те нумай килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика